Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш тӗррин кунне уявларăмăр

Чӳк ӳйӑхӗн 26-мӗшӗнче Нурлат хулинчи 1№ «Родничок» ача садӗнче чӑваш тӗррин кунне уявларӑмӑр. Çак уявӑн пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк. Вӑл пире тӑван халӑхӑн культурипе тата йӑли-йӗркин пуянлӑхӗпе тӗплӗнрех те тарӑнрах паллашма май парать.

Уявӑн тӗп тӗллевӗ – халиччен упраннӑ чӑваш тӗррин хӑйнеевӗрлӗхне, тӗрлес ӑсталӑхне пулас ӑрусене парса хӑварасси. Ачасем чӑваш тӗррипе тӗплӗн паллашрӗç. Кашни тӗррӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ, кашни тӗрӗре хамӑр халӑх историйӗ. Тӗрӗсемпе паллашнӑ май ачасем чӑваш тӗрри халӑх пуянлӑхӗ пулнине ӑнланса илчӗç. Тӗррӗн кашни элеменчӗ хӑйӗнче мӗнле те пулин вӑрттӑнлӑх упранине, усал-тӗселтен сыхланине пӗлчӗç. 

8№ «Теремок» ача садӗнче «Активное долголетие» клуб ӗçлет. Ăна педагогика ӗçӗн ветеранӗсем йӗркелесе янă. Чăваш тӗррин кунӗнче вӗсем халăх пуянлăхне çамрăк ăрăва парас тӗллевпе тӗрлеме вӗрентес енӗпе мастер-класс ирттерчӗç. Опытлă ăстаçăсем чăваш тӗррин вăрттăнлăхӗсемпе паллаштарчӗç, тӗссене тӗрӗс суйласа илме вӗрентрӗç. 

Пӗрле ирттернӗ вăхăт пуриншӗн те усăллă пулчӗ: ачасем çӗнӗ хăнăху илчӗç, аслисем пӗчӗккисене хăйсен ăсталăхне вӗрентрӗç. 

 

Статьясен авторӗ Галина МУРЗИНА,

Нурлат хулинчи 8№  «Теремок» ача сачӗн заведующийӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Дошкольное образование Чувашская вышивка