Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашкассинче купăсçăсен фестивалӗ иртрӗ

Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗн хисеплӗ гражданинне, ăста купăсçа Родион Петрович Кириллова (1958–2014) халалланă фестиваль шучӗпе 7-мӗш пулчӗ.

Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» чăваш халăх ансамблӗн тата «Челны яшьлэре» ушкăн купăсçисем: Геннадий Карсаков, Николай Мулеев, Талгат Фасхутдинов, Шафик Мустакимов нумай пулмасть  Ульяновск облаçӗнчи Вăтам Улхаш Культура çуртӗнче иртнӗ «Гармони звонкая душа» купăсçăсемпе баянистсен регионсен хушшинчи фестивальне хутшăнчӗç. 

Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗн хисеплӗ гражданинне, ăста купăсçа Родион Петрович Кириллова (1958–2014)  халалланă фестиваль шучӗпе 7-мӗш пулчӗ.

Родион Кириллов Чăнлă районӗн культуринче йӗр хăварнă паллă çын. Кивӗ Улхашра çуралса ӳснӗскер, Ульяновскри культурăпа çутӗç училищинчен вӗренсе тухсан нумай çул Кивӗ тата Вăтам Улхашри Культура çурчӗсем çумӗнчи «Янра, юрă», «Шуçăм» чăваш халăх ансамблӗсен ертӳçинче ӗçленӗ, «Раççей тава тивӗçлӗ кинематографисчӗ» хисеплӗ ята, «Браво, маэстро» облаçри культура премийӗн лауреачӗ пулма тивӗçнӗ.  

Фестивале пуçласа 2016 çулта ирттернӗ. Ун чухне Чăнлă районӗнчен, Ульяновск, Çӗнӗ Ульяновск, Хусан хулисенчен, Тутарстанпа Чăваш Енрен  питӗ нумай купăсçă килнӗ. Хальхинче те сахалăн марччӗ.  Культура çурчӗн фойинче чăваш кил-çуртне хатӗрленисӗр пуçне чăваш тӗррипе тумӗсен куравне (ертӳçи Татьяна Серебрякова) йӗркеленӗччӗ. Хăнасем мемориал хăми умне чечек хурса, Вăтам Улхаш Культура çурчӗн çитӗнӗвӗсем çинчен кино пăхса Родион Кириллова асăнчӗç.

Пухăннисене Чăнлă муниципаллă район ертӳçи Геннадий Мулянов саламланă май, район çитӗнӗвӗсемпе кӗскен паллаштарчӗ. Уйрăм купăсçăсемпе баянистсемсӗр пуçне фестивале кӳршӗллӗ регионсенчен ансамбльсем сахал мар килнӗччӗ. Мероприятие Шăмăршă районӗнчи (Чăваш Ен) Пуянкассинчи «Ахаяс» ансамбль уçрӗ. Кивӗ Улхашри «Янра, юрă»  (ертӳçи Татьяна  Николаевна Эльмукова) чăваш юрăпа ташă ансамблӗ питӗ хастар хутшăнаканнисенчен пӗри пулчӗ.  Чи çамрăк гармонист хальхинче  Ульяновск хулинчи 8-мӗш номерлӗ ача-пăча искусствăсен шкулӗн вӗренекенӗ  Тимофей Лисковччӗ.

 Чăваш Енри Пуянкассинчи Николай Андреев,  Ульяновск облаçӗнчи Мелеккес районӗнчи Петр Улюкин, Пухтел ялӗнчи Николай Салюкин, Аслă Нагаткинри Анатолий Узиков хăйне евӗрлӗ кӗвӗсем каласа кăтартрӗç. Çӗпрел купăсçисене те куракансем темӗнччен алă çупса тав турӗç. 

Ульяновск облаçӗнче тата ытти регионсенче палăрнă музыка ертӳçине  Родион Кириллова асăнса ирттернӗ интереслӗ фестивале унăн ӗçне малалла тăсакан «Шуçăм» ансамбль чуна тивмелле юрă-кӗвӗпе (аккомпаниаторӗ Родион Петровичăн ывăлӗ Евгений, солисчӗ иккӗмӗш ывăлӗ Кирилл) вӗçлерӗ. 

Халăх культурипе фольклорӗ манăçмасть-ха, çӗнӗрен чӗрӗлет, апла-тăк  уявсем малашне те пулӗç. Купăс калас ăсталăх та манăçа тухмӗ. 

Фестивале хутшăнакансене йӗркелӳçӗсем дипломсемпе медальсем парса чысларӗç. Çакăн пек ăшпиллӗ, йăлари мероприятие йӗркеленӗшӗн тараватлă Чăвашкасси ялне уйрăммăн тав тăвас килет. 

Зоя КУЗНЕЦОВА,

«Хӗлхем» ансамблӗн юрăçи.

Г.Карсаков сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль