Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсем çăлтăрсен ушкăнне лекеймерӗç

Апрелӗн 25-мӗшӗнче Хусанти «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче XXIV «Созвездие-Йолдызлык» фестивалӗн пӗтӗмлетӗвӗ иртрӗ

 

Апрелӗн 25-мӗшӗнче Хусанти «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче XXIV «Созвездие-Йолдызлык» фестивалӗн пӗтӗмлетӗвӗ иртрӗ

ЮНЕСКО ӗçӗсен РФ Комиссийӗ пăхса тăнипе тата ТР Раисӗн пулăшăвӗпе иртет çак фестиваль. 

Çулсерен иртекен эстрада искусствин çамрăксен телефестивальне хальхинче те йышлăн хутшăннă. Республикăн кашни районӗнчен, кашни хулинчен пултаруллă ачасемпе çула çитсе пыракан çамрăксем малтан районсенче-зонăсенче «вăй виçнӗ» пултаруллăраххисене компетентлă жюри тепӗр тапхăра суйласа илнӗ. 

Фестивалӗн номинацийӗсем чылай — конферанс, хореографи, ансамбльпе юрласси, пӗччен юрласси. 
Хутшăнакансем йышлă пулнипе йӗркелӳçӗсен номинацисен гала-концерчӗсене уйрăммăн хатӗрлеме тивнӗ. Ку меслетпе «Созвездие-Йолдызлык» пӗрре мар усă курать. Иртнӗ эрнере Хусанти «УНИКС» культурăпа спорт комплексӗнче шăпах номинацисен гала-концерчӗсем иртрӗç.

«Пирамидăра» супер-финалăн гала-концертне «Цветик-семицветик» юмах сюжетне тӗпе хурса йӗркеленӗ. Шухăшланине пурнăçласси те, пӗр-пӗринпе туслă пурăнасси, наци йăлисене кăтартасси — программăн пӗрремӗш номерӗнчен лейтмотивпа концерт тăршшӗпех пырать. 52 концерт номерне 1000 ытла çамрăк тата ача сцена çинче калама çук çаврăнăçуллă, хăвăрт кăтартрӗ. Юрăсемпе ташăсем пӗринчен тепри асамлăрах. Йăлт аван, анчах чăваш юррисене итлесе киленесси пулмарӗ. Шел, чăвашсем кăçал «Созвездие-Йолдызлык» суперфиналне тухайман. 
Аслă Кайпăçри «Авыл Денс» халăх хореографи коллективӗн (ертӳçисем Р.Р.Аблязовпа А.М.Файзуллин) «Чăваш сывлăшӗ» хӗрӳ ташшине пăхса савăнтăмăр ӗнтӗ. Аслă çулсенчисемпе кӗçӗннисем питӗ килӗшӳллӗ курăнчӗç сцена çинче. Тумӗсем те, ташшине кура, илемлӗ, сулмаклăн курăнаççӗ, хусканусене чăрмантармаççӗ.

Çӗнтерӳçӗсене Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов наградăларӗ: «Эпир хамăрăн ачасемпе мухтанатпăр, эсир пирӗн пуласлăх. Аплодисментсем сире — халь çак сцена çинче тăракансене те, паян „Пирамидăна“ килейменнисене те. Конкурса хутшăннисене пурне те тав», — терӗ республика ертӳçи çӗкленӳллӗн. 

«Созвездие-Йолдызлык» фестивалӗн Гран-прине илме тивӗçлисем «Хореографи» номинацире «Изумрудный город» эстрада ташшин студийӗ (Хусан, ертӳçисем ТР тава тивӗçлӗ ӗçченӗсем Айрат тата Эльза Калимуллинсем), «Вокал» номинацире «Фантазия» вокал ансамблӗ (Азнакай, ертӳçи ТР тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Эльвира Шайхуллина) пулчӗç.

Сăнӳкерчӗк rais.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль