Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсен федераллă автономийӗ ӗçне вăйлатма тӗллев лартрӗ

Январӗн 21-мӗшӗнче Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗ (ФНКА) тӑван чӗлхепе культурӑна упраса аталантарас ыйтупа семинар-канашлу ирттерчӗ. Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев уçнă ӗҫлӗ тӗлпулӑва ҫӗршыври 26 регионти чӑвашсем хутшӑнчӗҫ. Пӗрисем Шупашкара килсе ҫитрӗҫ, теприсем Интернет пулӑшнипе ҫыхӑнӑва тухрӗҫ. Тутарстанран унта Константин Малышевпа Павел Проворов хутшăнчӗç.

«Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ пирӗн йӑхташсен шучӗ юлашки ҫулсенче ча-книне кӑтартса пачӗ. Ҫакӑ тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене, культурӑна аталанма ҫӗнӗ майсем шырама хистет. Ку ӗҫе вӑйлатасси регионсенчи наципе культура автоно-мийӗсенчен те нумай килет. Вӗсен патшалӑх тытӑмӗпе пӗрле тӑрӑшмалла. ФНКА президенчӗ пулнӑ май, ҫитес вӑхӑтра Раҫҫейри пин ытла чӑваш пурӑнакан пур субъектра та ҫакӑн пек пӗрлешӳсем йӗркелеме тӗллев лартатӑп», – терӗ Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗн ертӳçи Леонид Черкесов. 

Семинарти чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри – чӑвашлӑха тӗрлӗ ҫӗрте анлӑрах сарасси. Интернет уҫлӑхӗнче тӑван чӗлхе янӑрани, пӗр-пӗринпе чӑвашла хутшӑнни питех те пӗлтерӗшлӗ. Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗ пур ентеше те – культура, искусство, наука деятелӗсене, тӗрлӗ шайри ертӳҫисене, усламҫӑсене, спортсменсене тата ыттисене те пӗрлештерекен тӗп вырӑн пулмалла.

Пирӗн пур йӑхташа та тӑван чӗлхене вӗренме, наци культурипе паллашма майсем ытларах туса памалла, халӑх хӑватне туйса тӑма пулӑшмалла.
Ҫӗршер ҫул аталанса пынӑ халӑх еткерлӗхне ламран лама парасчӗ. Ҫак ҫыхӑнӑва пирӗн те, пулас ӑрусен те ҫирӗплетсех пырасчӗ.

Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗн отчетпа суйлав Конференцине апрелӗн 22-мӗшӗнче ирттерме палăртрӗç.
ЧР Патшалăх Канашӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев