Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗçе кӗлӗпе пуçлаççӗ

Апас районӗн Черккӗн ялӗн волонтерӗсем те хастаррисен ретӗнче, канмалли кунсем те çук вӗсен

Черккӗн волонтерӗсемпе малалла паллашас тӗллевпе мас­кировка сетки çыхакансемпе юнашар вырнаçнă тепӗр пӳлӗме кӗтӗмӗр. Кунта та хӗрӳ ӗç пырать. Стенан виçӗ енӗпе тăршшӗпе хӗрарăмсем тăрса тухнă та шпагат кантрана тӗвӗлесе пырса ромб евӗр сетка çыхаççӗ. Хăвăрт ӗçлеççӗ. Сеткăн пӗр вӗçне урайпа параллельлӗ йӗрпе пӗчӗк пăтасенчен тыттарнă. Ку мӗн иккенне тӳрех ăнланаймарăм-ха. Сетка пуçне çыхма тăнă хӗрарăмран ыйтрăм. Валентина Сусарина тесе паллаштарчӗ вăл хăйӗнпе. 
– Ку ӗнтӗ антидроновăй сетка пулать, – ăнлантарчӗ вăл. Пурнăç çулӗ теççӗ ăна. Атьсем техникăна унта-кунта куçарнă чух çак сеткăпа витеççӗ иккен. Дрон вӗçнӗ чухне унта путаланса ларать вара. Тăршшӗ 8, сарлакăшӗ 5 метрлисене çыхатпăр. 
Вера Сусарина пӗлтернӗ тă­рăх, иртнӗ çулхи сентябрь уйă­хӗнчен çыхаççӗ вӗсем ăна. 
Айсулу Аминова сетка çыхма ятарласа кӳршӗ ялтан килсе çӳрет кунта. 
– Эпӗ хам почтальонка, хаçат илме килетӗп кунта, вара хӗрсем патне те чупса кӗрсе тухатăп. Пулăшас килет, айккинче юлма ниепле те пултараймастăп, – çапла каласан вăл çурăмпа çаврăнса нăшăклатрӗ. – Каçарăр та, урăх ним те калаймастăп, –  терӗ. 
Айсулу Аминован упăшки Ильнур ятарлă çар операцине хутшăнать иккен. Мăшăрӗшӗн питӗ пăшăрханать хӗрарăм, вăл чипер таврăнасса кӗтет. 
Елена Армянинова та сентябрь уйăхӗнчен ку ушкăна çӳрет. 
– Ирхине тăххăра килетпӗр те кăнтăрла иртсе иккӗччен ӗçлетпӗр. Атьсем ыйтаççӗ, кирлӗ вӗсене ку япала, – терӗ вăл. Елена Армянинова пенсие тухни 10 çул. Унччен вăл мӗн ӗçлеме тытăннăранпа Куль­тура çурчӗн директорӗнче вăй хунă. Вăл каланă тăрăх, сечӗн 4-5 йӗрне çыхнă хыççăн ӗç каять вара. 
– Кансӗртерех çав, 5 метрлă кантра малтанласа пит путаланать. Çурри кимелсен (ку тăрăхра «чакать» сăмаха çапла калаççӗ) вара çăмăлланать. Çакна веç эпир виçӗ хӗрарăм çыхса пыратпăр. Кунне пӗрре çыхса ӗлкӗртетпӗр. Шутне эпир шутламан. Эрнере тăваттă пулать. СВОри хамăр ялсем ыйтаççӗ ку йышши сетьсене, ятран парса яратпăр вара унта каякан волонтерсенчен. Район валли те çыхатпăр. 
Елена Армянинова сăмахӗпе, вӗсем ытти кирлӗ япаласем те пухса параççӗ.
Малалла эпир Людмила Ва­силь­евăпа паллашрăмăр. Вăл Апасри район больницинче медсестра пулса ӗçленӗ. Çак ушкăнри Венера Антонова та медицина ӗçченӗ, вăл фельдшер пулăшуçи. Пушă вăхăт тупăнсанах вăл та волонтерсен клубне васкать. 
Алена Листратова Черккӗн ял хутлăхӗн пуçлăхӗн çумӗ пулса ӗçлет. Шăпах вăл ӗнтӗ волонтерсен ушкăнне йӗркелесе ертсе пырать. 
– Апасра пирӗн «Алга» ятлă волонтерсен организацийӗ ӗçлет. Хамăр алăпа тунă япаласене вӗсем патне ăсататпăр тата çуррине тенӗ пек хамăр ялтан кайнисене ятран парса яратпăр. Кирлӗ материалсене ял çыннисем пулăшнипе туянатпăр. Район та парать, – тет Алена Листратова. 
Çак ушкăн аманнисене çапăçу хирӗнчен çӗклесе тухма наçилккасем ăсталать. Малтан ăна вӗсем сӗтел çинче пуçтараççӗ те кайран çӗлесе çирӗплетеççӗ. Эпир пынă кун умӗн кăна вӗсем ятарлă çар операцине пӗр машина гуманитари тиевӗ ăсатнă. 
– Пысăк тав Алена Николаевнăна, питӗ пысăк ӗç пуçарса ячӗ вăл пире пухса. Ăна тата малашне ӗçлеме сывлăх сунатпăр. Вăл хатӗр япаласене ăсатать, мӗн кирлине илсе килсе парать, – терӗ Валентина Сусарина ӗçтешне пурин ятӗнчен те тав туса. Ун сăмахӗ çумне Елена Армянинова та хутшăнса хуть мӗнле ыйту сиксе тухсан та чи малтан Алена Николаевнăпа канашланине каларӗ. 
– Ку ӗç вăл пӗччен тумалли мар. Тивӗçлӗ канура пулсан та ӗçе килнӗ пек кашни кун çӳреççӗ аппасем, атьсемшӗн тăрăшаççӗ. Вăрçă хăвăртрах пӗттӗрччӗ ӗнтӗ. Çавăншăн кӗлтăватпăр, – терӗ ял хутлăхӗн  пуçлăхӗн çумӗ. 
Ак çакăн пек капашсăр пысăк та кирлӗ ӗç туса пыраççӗ черк­кӗнсем. Хăйсен аллипе ăсталанă япаласем мăшăрӗсемпе ывăлӗсене упрасса чунтан шанаççӗ вӗсем. 
 
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем