Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çемье эрнинче кăçал Тутарстанра 700 мероприяти ирттерме палăртнă

Юратупа шанчăклăх кунне халалланă Çемье эрни Тутарстанра июлӗн 1 – 10-мӗшӗсенче иртет. Республикăра 700 ытла мероприяти ирттерме палăртнă çак тапхăрта. Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР Министрсен Кабинечӗн ЗАГС управленийӗн пуçлăхӗ Эльвира Ахметова пӗлтерчӗ.

«Пысăк уяв çывхарса килет – утă уйăхӗн 8-мӗшӗнче Юратупа шанчăклăх кунне паллă тăватпăр. Тутарстан Республикин ЗАГСӗсем хула тата район администрацийӗсемпе пӗрле ăна ирттерме тӗплӗн хатӗрленеççӗ. Иккӗмӗш çул ӗнтӗ республикăра Çемье эрни иртет. Пӗлтӗр эпир 600 мероприяти ирттернӗ пулсан, кăçал 700 ытла ирттерме палăртатпăр», – терӗ вăл.

«Тутарстан – телейлӗ çемьесен территорийӗ» девизпа иртекен Çемье эрнинче республикăра çемьесене пур енлӗн пулăшу парасси, йăлари  çемье хаклăхӗсене сыхласа хăварасси тата аталантарасси, ачасене çемье урлă патриотла воспитани парасси çине тимлӗх уйăраççӗ.

«Республикăра 65 тӗрлӗ социаллă пулăшу мерисем пур, вӗсенчен 60-шӗ республика бюджечӗн укçи-тенкипе финансланать. Кашни çул нумай ачаллă çемьесен шучӗ ӳссе пыни савăнтарать – паянхи куна республикăра 59 пин ытла çавнашкал çемье пурăнать. Вӗсенче 189 пин ача çитӗнет. Тутарстанра çамрӑк çемьесене пурӑнмалли çурт-йӗр туянма пулăшакан программăсем пурнӑçланаççӗ, ачаллӑ студент çемйисене пулӑшма та майсем пур», – терӗ спикер.

Мероприятисен анлӑ планӗнче мӗн кăна çук: ачасемпе аслисем валли мастер-классем, туй сăнӳкерчӗкӗсен тата çемье альбомӗсен куравӗсем, ачасен асфальт çинчи ӳкерчӗкӗсен конкурсӗсем, çемье тематикипе ирттерекен литература вулавӗсем, спорт мероприятийӗсем – эстафетӑсем, спорт ăмăртăвӑвӗсем, конкурссемпе викторинӑсем, мӑшӑрлану регистрацийӗсем, ача çуратмалли çуртран амăшӗпе пепкине кӗтсе илес тата ачана ят хурас церемонисем...

Çемье эрни шайӗнчи мероприятисем ЗАГС площадкисемпе Мăшăрлану керменӗсенче, культура çурчӗсенче, библиотекӑсенче, музейсенче, социаллӑ приютсенче, парксемпе скверсенче иртӗç. Мероприятисем аслӑ çулти çынсемшӗн те, ачасемшӗн те, шкул ачисемшӗн те, социаллӑ учрежденисен воспитанникӗсемшӗн те интереслӗ пулмалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 июля – День семьи, любви и верности