Чăваш чӗлхи иккӗмӗш сортлă предмет мар!
Ку конкурса пирӗн районти Алешкин Саплăк (ертӳçи М.Э.Халиуллов), Аслă Аксу (ертӳçи Ю.С.Мутин), Матак (ертӳçи М.И.Ермолаева), Хурăнвар Шăхаль (ертӳçи В.В.Волкова), Упи (ертӳçи С.В.Хованская) шкулӗсем хутшăнчӗç. Çак шкулсем олимпиадăсенче те, класс тулашӗнче иртекен конкурссенче те малта пыни сисӗнетех. Шутласа пăхсан, районта нумай шкул грант илме тивӗç, анчах та кама мӗнле пӳрнӗ çав. Хальхинче Аслă Аксу шкулне ăнчӗ. Конкурс комиссийӗ чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗн ӗçне кăна мар, шкул директорӗн Ю.С.Мутинăн, директорăн вӗренӳ тата воспитани енӗпе ӗçлекен çумӗсен А.В.Даниловăпа Н.В.Ларионован, пуçламăш классене вӗрентекен С.В.Мерчинан, музей ӗçне ертсе пыракан В.Д.Милляковăн тата ăна пулăшакан И.В.Мишкинан ӗçӗсене шута илсе пӗтӗмлетӳ тунă. «Пӗрлӗхре вăй», – тесе ахальтен каламан ӗнтӗ ваттисем.
2021 çула Тутарстан Республикин Президенчӗ Р.Н.Минниханов пуçарăвӗпе пирӗн республикăра Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ тесе палăртнă. Ку ӗç паянах пуçланнă тесен те йăнăш пулмӗ.
ТР Вӗрентӳпе наука министерстви пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисен хушшинче «Тутарстан Республикин пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан муниципаллă бюджет организацийӗсенче тăван чӗлхене (тутарла, чăвашла, удмуртла, марилле, мордвалла) вӗрентессин чи лайăх практики» республика конкурсне ирттерчӗ.
Асăннă конкурса Çӗпрел районӗнчен 5 чăваш шкулӗ хутшăнчӗ. Вӗсем кăтартуллă ӗçленӗрен районти вӗрентӳ уйрăмӗн пуçлăхӗ И.А.Халитов тата унăн çумӗ Э.С.Замалтдинова кирлӗ документсене хаваспах Хусана ярса пама алă пусса çирӗплетнӗ. Районти чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен методисчӗ С.В.Ларионова хавхалантарса пулăшнипе, ӗçсене тӗплӗн пăхса тухса министерствăна ярса панă. Кунта унăн ӗçе яланах тӗплӗ туни – отчётсене вăхăтра тата кирлӗ пек пуçтарса пыни пысăк пулăшу панă, мӗншӗн тесен конкурс ӗçне тума 2-3 кун çеç панăччӗ. Светлана Владимировна районти вӗрентӳ уйрăмӗнче вăй хума тытăнни 5 çула яхăн. Çак вăхăтра вăл ертсе пынипе чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем нумай çитӗнӳсем тунă.
Ку конкурса пирӗн районти Алешкин Саплăк (ертӳçи М.Э.Халиуллов), Аслă Аксу (ертӳçи Ю.С.Мутин), Матак (ертӳçи М.И.Ермолаева), Хурăнвар Шăхаль (ертӳçи В.В.Волкова), Упи (ертӳçи С.В.Хованская) шкулӗсем хутшăнчӗç. Çак шкулсем олимпиадăсенче те, класс тулашӗнче иртекен конкурссенче те малта пыни сисӗнетех. Шутласа пăхсан, районта нумай шкул грант илме тивӗç, анчах та кама мӗнле пӳрнӗ çав. Хальхинче Аслă Аксу шкулне ăнчӗ. Конкурс комиссийӗ чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗн ӗçне кăна мар, шкул директорӗн Ю.С.Мутинăн, директорăн вӗренӳ тата воспитани енӗпе ӗçлекен çумӗсен А.В.Даниловăпа Н.В.Ларионован, пуçламăш классене вӗрентекен С.В.Мерчинан, музей ӗçне ертсе пыракан В.Д.Милляковăн тата ăна пулăшакан И.В.Мишкинан ӗçӗсене шута илсе пӗтӗмлетӳ тунă. «Пӗрлӗхре вăй», – тесе ахальтен каламан ӗнтӗ ваттисем. Пӗтӗм шкул коллективӗ паха ӗçлени çӗнтерӳ патне илсе çитернӗ.
Анчах та чи пысăк яваплăх, паллах, чăваш чӗлхипе литература учителӗсем çинче пулнă (В.Н.Ярмушова пирки калаçу пырать). Вӗрентекен ача чӗри патне çул тупсан, ăна тăван чӗлхене юратма вӗрентейсен çак çын нихăçан та хăй чăваш иккенне манмӗ. Тăван халăхăн ӗмӗрхи пуянлăхӗпе мухтанса пурăнӗ, хăй пултарулăхӗпе чăваш ятне çӳле çӗклӗ. «Учительсен шкул администрацийӗ чăваш чӗлхине иккӗмӗш сортлă предметсен шутне лартнипе килӗшмелле мар. Пултарулăхпа, ачасен çитӗнӗвӗсемпе кӗрешмелле çак çитменлӗхпе. Эпир хамăр пултарнă таран тӗрлӗ шкулсенче çакна сăнама тăрăшрăмăр», – тесе палăртнă шкула тӗрӗслесе хаклама килнӗ комисси пайташӗсем.
Конкурсра çӗнтернӗ çирӗм шкул шутне пӗр чăваш шкулӗ – Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксури вӗрентӳ учрежденийӗ кӗни савăнтарать.
Шкулсенче паянхи кун тӗп тӗллев чăваш чӗлхипе литературине культурăсен çыхăнăвне тӗпе хурса вӗрентесси пулмалла. Çӗршывпа халăх пуласлăхӗ ӳсекен ăру хăйӗн тăван çӗршывне, çыннисене, халăхне хисепленинчен, унăн чун пуянлăхне (çемье, çутçанталăк, ӗç, пултарулăх, юрату, тӗн культури тата ытти те) ăша хывса еплерех аталаннинчен килет.
Малашне чăваш шкулӗсем çакнашкал конкурссене хастартарах хутшăнасса шанас килет.
Надежда ГРИГОРЬЕВА,
Çӗпрел районӗнчи чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ушкăнӗн ертӳçи.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Çӗпрел районӗнчи шкулсенче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев