Чăваш Республикинче çӗнӗ мечӗт уçаççӗ
Каçал районӗнчи Урмаелӗнче июлӗн 1-мӗшӗнче çӗнӗ собор мечӗтне уçнă çӗре Тутарстан Республикин Президентне Рустам Минниханова та чӗннӗ. Паллах, кун пек çӗре ЧĂваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев та хутшăнӗ.
Мечӗтӗн кивӗ çуртне 1990 çулта уçнă пулнă. Çак ӗçсене мечӗтӗн пӗрремӗш имамӗ Рахимулла хазрат Миназетдинов пуçарнă. Çынсене вырăн çитменнине кура ăна реконструкцилеме йышăннă. 2014 çулта юсав ӗçӗсене пуçланă. Кивӗ мечӗт цокольне çаплипех хăварма шутланă, ку истори палли. Малтанхи мечӗт вырăнӗнче парк пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев