Паян православи тӗнчи Панулми Сӑпасне уявлать
Паллӑ легенда тӑрӑх, садра Ньютонӑн пуҫӗ ҫине панулми ӳкнӗ хыҫҫӑн, вӑл ҫӗр туртӑмӗн саккунне ( Закон всемирного тяготения) уҫнӑ. Хӑшӗ-пӗрисем ҫак пулӑм шӑпах Улма Сӑпасӗнче пулса иртнӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Паян православи тӗнчи Панулми Сӑпасне уявлать.
Улмана хуппипе ҫисен усӑллӑрах. Унӑн хуппинче организма кирлӗ усӑллӑ клетчатка пур. Шӑпах вӑл ҫан-ҫурӑма ҫамрӑклатать.
Панулми вӑррисенче вара наркӑмӑш пур – амигладин гликозичӗ. Варта ирӗлсе вӑл хӑрушӑ синиль кислотине кӑларать. Ҫавӑнпа та тухтӑрсем улмана вӑррисемсӗр ҫиме хушаҫҫӗ.
Симӗс улмасем шӑмӑсемпе шӑлсене ҫирӗпрех тӑваҫҫӗ, куҫшӑн усӑллӑ, шыҫӑсене чакарма пулӑшаҫҫӗ. Симӗссисенче С витамин хӗрлисенсен ытларах.
Пӗр панулминче 70-100 калори, диетӑрисемшӗн чух кӑна.
Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче панулмин 7500 сорчӗ пур. Статистика тӑрӑх, пирӗн планетӑра ҫимӗҫ паракан кашни иккӗмӗш йывӑҫ – панулми.
Ырӑпа хаяр йывӑҫҫинчен татнӑ панулмине ҫӑтма хӑтланнӑ чух, вӑл Адамӑн пырне ларнӑ тет. Ҫавӑнтанпа арҫынсен карланкин мăкăлӗ (кадык) пӗрремӗш ҫылӑх ҫинчен аса илтерекен "адам панулмийӗ" (адамово яблоко) теҫҫӗ.
Нет комментариев