Чи вӑйлӑ парти Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне суйланма кандидат тӑратман
Мӗнле пулсан та, ку реверанса суйлав гонкинче ҫӗнтӗрекенӗн малӑшнехи ӗҫӗнче шута илмеллех пулать
Урӑх вӑхӑтра ку хыпар сенсаци пулма пултаратчӗ-тӗр те, анчах халь мар.
Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссийӗ (ТСК) регион ертӳҫи пулас текен кандидатсен докуменчӗсене йышӑнассине вӗҫленӗ.
ТСК секретарӗ Сергей Тарасов журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, Глава пулас текен 5 ҫын кирлӗ документсене регистраци валли панӑ. Олег Николаев суйлав гонкине самовыдвиженец пулса тухать, "Патриоты России" партин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗ Сергей Матвеев кандидатурине тӑратнӑ, Пенсионерсен тата социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекен парти хӑйӗн регионри уйрӑмӗн ертӳҫине Николай Степанова сӗнет, КПРФ ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне Александр Андреева Пуҫлӑх тӑвасшӑн, ЛДПР партин регионри уйрӑмӗ те ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне Константин Степанова сӗннӗ.
Ҫапла май, суйлав кампанинче парлӑментри икӗ партин кандидачӗ, парламентра мар икӗ партин представителӗ тата пӗр самовыдвиженец ӑмӑртӗҫ.
Парадокс, анчах "Справедливая Россия" (Олег Николаев шӑпах ҫак партирен РФ Патшалӑх Думине суйланнӑччӗ) та, "Единая Россия" та республикӑри тӗп политика процессне хутшӑнасшӑн мар ахӑр – хӑйсен кандидатурисене суйлава тӑратман. Справедливороссене ӑнланма пулать-ха мӗншӗн ун пек тунине, хӑйсен ҫыннине кансӗрлесшӗн мар. Администраци ресурсӗ тӗлӗшӗнсен ҫӗршыври (Чӑваш енре те) чи вӑйлӑ, хӑйӗн ӗҫ-хӗлне тӳррӗммӗн Раҫҫей Президенчӗпе ҫыхӑнтаракан парти ку суйлава хутшӑнманнине Олег Николаев майлӑ тунӑ утӑм пек кӑна йышӑнма пулать пулӗ.
Е, Чӑваш Республикин унчченхи Пуҫлӑхне Путин шанчӑкран тухнипе ӗҫрен кӑлариччен малтан, ӑна влаҫ партийӗн политканашӗ "Единая Россия" ретӗнчен кӑларнине астуса ҫапларах асӑрхануллӑ йышӑну турӗҫ-ши Чӑваш Енри единороссем? Тепӗр енчен, вӗсем хӑйӗн кандидатурине (ӑна пурпӗр мускаврисем ырламасӑр тӑратманни паллӑ, ҫапах та) тӑратнӑ пулсан районсемпе хуласенче влаҫра юлнӑ партиецсен "Единая Россия" ҫыннишӗн агитацилемелле, ун майлӑ сасӑламалла пулатчӗ. Ӗҫ-пуҫ ун пек кайсан, вӗсем самовыдвиженецран та, ытти партисен кандидачӗсенчен те иртсе кайма пултараҫҫӗ. Пурте критикленипе вӑл партин хӑвачӗ чакать тесе шутлама кирлӗ мар, хысна пурӑшӗ патне чи ҫывӑх тӑракансем паянхи куна вӗсем, апла-тӑк ӗҫсене пурнӑҫа кӗртекенсем те.й
Соломон йышӑнӑвӗ туса единороссем парти репутацине те вараламаҫҫӗ, вырӑнсенчи хӑйсен ҫыннисене те сыхласа хӑвараҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Республикинчи районсенче сахал мар пуҫлӑхӑн ӗҫ вырӑнӗнчен кайма тивнине эпир асӑрхамасӑр иртеймерӗмӗр.
"Пӗрлехи Раҫҫей" пек чӑрмав ҫулӗ ҫинче тӑманни Олег Николаевшӑн кӑна мар, ытти партисен кандидачӗсемшӗн те лайӑх. Вӑл кӗрешӳсӗр тупӑшма вырӑн парать суйланакансене.
Мӗнле пулсан та, ку реверанса суйлав гонкинче ҫӗнтӗрекенӗн малӑшнехи ӗҫӗнче шута илмеллех пулать.
Тепӗр тесен, единороссен чӑркӑшмалли сӑлтав темех пулмалла та мар пек, Николаева Путин хӑй Чӑваш Республикине ертсе пыма явапларӗ. Вӗсем федераллӑ центр сӗннӗ вырӑнти кандидатурӑна "йышӑнмасан", Мускавран кама ярса параҫҫӗ-ха унта ахаль те пуян мар республикӑна? Пӗлмен шӑпӑр хӑш еннелле тусан кӑларассине никам та пӗлмест. Ҫавӑнпа ҫырлахрӗҫ-тӗр те Шупашкарти единороссем.
Гонкӑра кам фаворит пулни те вӑрттӑнлӑх мар. Пенсионерпа патрирт статистсем пулни сисӗнет. Ҫапах КПРФ тата ЛДПР кандидачӗсем протестла сасӑлава хӑйсем майлӑ ҫавӑрма пултарни мала тухма пултаракана канӑҫ памалла мар пек, ҫапах вӗсем икӗ хирӗҫле партисенчен пулни лӑплантарать пулмалла ҫак схемӑна пурнӑҫа кӗртекен политтехнологсене.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев