Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чирлисемпе паянхи статистика

Майăн 25-мӗшӗ тӗлне Тутарстан территорийӗнче 2849 çынра çак инфекцие тупса палăртнă. Вӗсенчен 1959 çынни сывалма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.

Паян, майăн 25-мӗшӗнче Тутарстанра 62 çынра коронавирус инфекцине тупнă. Икӗ çын – республикăна килнисем, ыттисем республикăра пурăнакансем.

12 çынна тӳрех пульницана ăсатнă, 50-шӗ килӗсенче сипленеççӗ. Пуринчен те ытларах вăтам çулти çынсем чирлеççӗ коронавируспа.

Вӗсенчен Хусанта 28 çын, Çырчаллинче – 10, Тукай районӗнче – 4, Çӳльтура – 3, Элкел, Атня, Анат Кама, Ешăлвар районӗнсенче – икшер çын чирленӗ, Элмет, Апас, Елабуга, Нурлат, Пестрецы, Рыбнослободски, Сарман районӗсенче пӗрер çын Covid-19 ертнӗ.    

Çапла майăн 25-мӗшӗ тӗлне Тутарстан территорийӗнче 2849 çынра çак инфекцие тупса палăртнă. Вӗсенчен 1959 çынни сывалма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев