Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӳк тумасăр иртет Учук

Пӗрремӗш кунӗнче мастер-классем кăтартаççӗ, иккӗмӗш кунӗнче Учӳкне хăйне. Пӗтӗмпех онлайн-форматра. Вăкăр пусса чӳк тумастпăр

«Суварăн» иртнӗ номерӗнче «Вăкăра онлайн чӳклеме çук» статьяра  Учӳк республика мероприятийӗн программи июнӗн 22-мӗшӗнче пуçланать тесе пӗлтернӗччӗ. Ку эрнере ТР Культура министерстви çумӗнчи йăлари культурăсене аталантаракан центр улшăнусем кӗртнӗ. Кун пирки редакцие Элмет районӗнчи Патраклăри Культура çурчӗн директорӗ Ирина Сергиванова шăнкăравласа пӗлтерчӗ.

– Министерствăра ӗçлекенсем тӳрлетӗве чăваш мероприятийӗсене пӗринчен пуçласа тепринпе вӗçлес тӗллевпе тунă пулмалла. Учӳк июнӗн 27-28- мӗшӗсенче кăна пулать. Пӗрремӗш кунӗнче мастер-классем кăтартаççӗ, иккӗмӗш кунӗнче Учӳкне хăйне. Пӗтӗмпех онлайн-форматра. Вăкăр пусса чӳк тумастпăр. Пирӗн программа вӗçленнӗ хыççăнах Аксу районӗнче июнӗн 29-мӗшӗнчен Уяв республика фестивалӗ пуçланать. Çапла чăвашсен мероприятийӗсем Культура министерствин You Tube каналӗнче  июлӗн 11-мӗшӗччен пырӗç, – терӗ Ирина Сергиванова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев