Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӗмпӗрсем Чăваш чӗлхи кунне йыхравлаççӗ

Ака уйăхӗн 15-мӗшӗнче УОЧНКА тата Çӗнӗ хулари «Ниме» культура центрӗ йӗркеленипе «Руслан» Культура керменӗнче Чăваш чӗлхи кунӗ пулать.

Фойере уяв 17.00 сехетрех тытăнать. Унта чăваш тумӗсемпе капăрлăхӗсен ал ӗçӗсен, илемлӗ литературăпа хаçат-журнал куравӗсем ӗçлӗç. Çакăнтах Чăваш Енрен килнӗ «Енӗш» апат-çимӗç фирми хăй кăларакан продукцие тутантарӗ.

Сцена çинче уяв 18.00 сехетре пуçланать. Куракансене Ульяновск облаçӗнчи «Сăрнай», «Палнай», «Эревет» (Çӗнӗ хула), «Савăнăç», «Телей» (Мелекесс районӗ), «Укăлча» (Чăнлă районӗ) тата Тольятти хулинчи «Шанчăк» ансамбльсем хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарӗç. Уява тӳлевсӗр кӗртеççӗ. Пурне те хапăлласа кӗтетпӗр! ( Елена МУСТАЕВА. Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России