Чӗмпӗрте çăмăл атлетикăпа ветерансем хушшинче Раççей Кубокӗ иртнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Чӗмпӗрте çăмăл атлетикăпа ветерансем хушшинче Раççей Кубокӗ иртнӗ

Лев Яшин ячӗпе хисепленекен «Труд» стадионра 35 çултан аслăрах арçынсемпе хӗрарăмсем ăмăртнă, Тӗрлӗ хуласемпе ялсенчен – 120 ытла çын.

Тутарстан чăвашӗсенчен çак спорт уявне тăватă ветеран хутшăннă: Леонид Петров, Валентина Кудряшова, Владимир Тарасов - Анат Камăран, Владимир Белов – Пӗкӗлмерен. Аслă çулти спортсменсем хăвăрт утассипе, чупассипе, етре тӗртессипе, инçете тата çӳле сикессипе, çавăн пекех çăмăл атлетикăн ытти енӗсемпе ăмăртнă.  

Тутарстан чăвашӗсем хăйсен çул категорийӗснче пур ăмăртура та çӗнтернӗ: Владимир Белов - 800 тата 5000 метра чупассипе, Владимир Тарасов - 5000 метра хăвăрт утассипе, Леонид Петров – 100 тата 5000 метра чупассипе. Валентина Кудряшова та икӗ дистанцире мала тухма вăй çитернӗ.


Нет комментариев