Чӗркуҫҫи таран юр аштарса амӑшӗсем ачисене пуҫлӑхсенчен шкул туса пама ыйттарнӑ
Ҫак флешмоб ҫинчен ачасен прависемпе ӗҫлекен Уполномоченнӑй: "Ачасене ун пек хистесе кӳрентерме юрамасть"
ТР ачасен прависемпе ӗҫлекен Уполномоченнӑй Ирина Волынец ҫамрӑк вӗренекенсем шкул тӑвассине тӗрев парса, чӗркуҫҫи таран юр аша-аша, хӑйсен кӗлеткисемпе "школа" самаха ҫырнӑ флешмоб пирки комментарий панӑ.
Ун сӑмахӗсемпе, ҫак акцин тӗллевӗ ырӑ пулнӑ пулсан та, унта ачасене усӑ курни – проблемӑна татса памалли меслет мар.
"Ачасене ун таранччен кӳрентерме юраманнине ӑнланас тесен, правовед пулмалла мар. Хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсем сивӗ ҫӗре чӗркуҫҫи ҫине ларма хистесен ачасен мӗнле туйӑмсем пулмалла? Тӗллевре шкул тутарасси пулсан та, кун пек туни тӗрӗс мар",– цитатӑлать омбудсмена Daily Storm кӑларӑм.
Волынец палӑртнӑ тӑрӑх, ачасен ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен кӑмӑлсӑрлӑхне палӑртма ирӗк пур, анчах та шкул тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем "асамлӑ туяпа сулланипе" тӳрех татса парӑнмаҫҫӗ.
Вӑл ҫавӑн пекех влаҫсем Паянхи кун шкул тумалли вырӑн суйлани ҫинчен пӗлтернӗ. Хусан влаҫӗсем хула ҫумӗнчи Вишневка тата Привольный поселоксем валли вӗренӳ учрежденийӗ тума хатӗрленеҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев