Чӑваш митрополичӗ коронавируса пула вилнӗ
Ҫак вӑхӑтра митрополит вырӑнне кам йышӑнасси пирки канашлусем пыраҫҫӗ
Чӑваш тата Шупашкар митрополичӗ Варнава икӗ енлӗ пневмонияран вилсе кайни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ хыпар хатӗрӗсем. Каярах ӳпке чирӗ коронавирус инфекцине пула йывӑрланни ҫинчен пӗлтернӗ.
Митрополит 89 ҫулта пулнӑ. Реанимацири тухтӑрсем ӑна пулӑшайман. Варнава 1976 ҫултанпа Чӑваш митрополине ертсе пынӑ. Ҫак вӑхӑтранпа 7 мӑнастыре ҫӗнӗрен хута янӑ, 210 приход уҫнӑ.
Тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем Шупашкара хурланнӑ ҫинчен пӗлтерекен ҫырусем яраҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра митрополит вырӑнне кам йышӑнасси пирки канашлусем пыраҫҫӗ. Социаллӑ сетьсенче хутшӑнакан чӑвашсене Шупашкарӑн тӗп пачӑшки вырӑнне ларакан священник чӑвашла пӗлнипе пӗлменни кӑсӑклантарать. Мӗншӗн тесен тӑван чӗлхепе кӗл тӑвасси чӑвашсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев