Чӑваш Республикин каччисемпе хӗрӗсем ытти регионсемпе тивӗҫлӗ ӑмӑртаҫҫӗ
Августӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 2-мӗшӗччен Раҫҫейри 12 регионра Ҫуллахи спорт тӗсӗсемпе Пӗтӗм Раҫҫейри спартакиада иртет. Унта ҫӗршыври чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнаҫҫӗ. 39 спорт тӗсӗпе йӗркеленӗ ӑмӑртусене 9 пин ытла спортсмен хутшӑнать - ытларахӑшӗ наци сборнӑйӗсен лидерӗсем.
Чӑваш Республикин каччисемпе хӗрӗсем ытти регионсемпе тивӗҫлӗ ӑмӑртаҫҫӗ. Хусанти вӑйӑсенче те ҫӗнтерӳсем пур.
Кӳршӗ республикӑн сборнӑйӗн медаль пуххине чи малтан сӗтел ҫи тенниспа команда зачетӗнче мала тухнӑ Анастасия Иванова, Юлия Пуговкина и Елизавета Малышкина хӑйсен пайне кӗртнӗ. Харпӑр первенствора Анастасия Иванова ҫӗнтернӗ, Юлия Пуговкина виҫҫӗмӗш.
Ирӗклӗ керешӳре Анастасия Яковлева "кӗмӗл" медале тивӗҫнӗ, Сергей Козырев – "бронза".
Маунтинбайкпа ӑмӑртассинче Евгений Евграфов кӗмӗл призер пулса тӑнӑ. Самбора Татьяна Федоровапа Александр Федоров иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Йывӑр атлетикӑра та хӗрсем палӑрнӑ: Полина Андреева - "кӗмӗл", Наталия Шайманова - "бронза".
Ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗсенче 200 метра чупассипе Виктория Максимова бронза призерӗ пулса тӑнӑ. Кӑҫал вӑл Раҫҫей чемпионкин ятне илтме тивӗҫнӗччӗ ӗнтӗ.
Спортсменсене саламласа ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев