Чӑваш таврапӗлӳҫисен вӗрентекенӗ
Ахальтен мар ăна Ульяновск тăрăхӗнчи таврапӗлӳçӗсем И.Я.Яковлев хыççăнхи иккӗмӗш çын вырăнне хурса хаклаççӗ
ЧĂВАШ ТАВРАПӖЛӲÇИСЕН ВӖРЕНТЕКЕНӖ
Январӗн 1-мӗшӗнче Виталий Петрович Станьял (Никитин) 80 çул тултарчӗ. Ялти шкулта ăна Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ, И.Я.Яковлев уçнă чăваш шкулӗнче вӗреннӗ А.В.Николаева учительница вӗрентнӗ. Каярахпа Шупашкар районне кӗрекен Анат Кӗнер ялӗнче тивӗçлӗ канăва тухичченех ӗçленӗ. А.В.Николаеван ашшӗ, Василий, манăн мăн асаннепе пӗртăван. Вӗсен ашшӗ, Иван Николаев, çӗрме пуян пулнă.
Виталий Петрович хăйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне халалласа сăвă çырнă. Ăна вăл мана парнелерӗ.
«Коммунизм ялавӗ» хаçатра пичетленнӗ «Чӗмпӗр чӗкеçӗ» очеркра А.В.Николаева Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче вӗреннӗ вăхăтсем пирки çырса кăтартнă. Тепӗр хут çак очерк «Канаш» хаçатра пичетленчӗ. Асаилӗвӗн авторӗпе эпӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсенче çывăхрах паллашрăм. Вăл мана тӳрех: «Эсӗ таврапӗлӳçӗсене ху тавра явăçтар», – терӗ. Эпӗ ун сӗнӗвӗпе килӗшрӗм. Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче 1992 çулта пуçласа эпир, чăваш активисчӗсем, пӗрле пуçтарăнса йӗркелӳ конференцийӗ ирттертӗмӗр. Мана пӗр саслăн таврапӗлӳçӗсен пӗрлӗхне ертсе пыма суйларӗç. Унтанпа чылай вăхăт иртрӗ, кӗçех 30 çул çитет.
Çак тапхăрта эпир В.П.Станьялпа тачă çыхăнса ӗçлерӗмӗр. Вăл пулăшу, сӗнӳ ыйтсан пире нихçан та хирӗçлемен. Таврапӗлӳçӗсен пухăвӗсене çулленех çӳренӗ эпӗ Шупашкара, ытти ӗçпе кайсан та Виталий Петровичпа курнăçмасăр каялла таврăнман.
Таврапӗлӳçӗсен ушкăнне, Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академине тата Чăваш наци конгресне йӗркелесе яракансенчен пӗри те вăл. Ахальтен мар ăна Ульяновск тăрăхӗнчи таврапӗлӳçӗсем И.Я.Яковлев хыççăнхи иккӗмӗш çын вырăнне хурса хаклаççӗ. Иван Яковлевичăн шкулӗнчен тӗнчипе паллă çыравçăсемпе наука çыннисем тухнă пулсан, Виталий Петрович çак ӗçе малалла тăсса тăван тавралăх историне тӗпчекенсене пысăк ӗçсем тума хавхалантарчӗ. Ял историне тӗпчесе çырнă кӗнекесен йышӗ пине яхăн. Укçи-тенкине кӗсьерен кăлараççӗ. Таврапӗлӳçӗсен пӗрлӗхне Станьял ертсе пыман пулсан çакнашкал ӗçсем пулатчӗç-ши?
Ун çинчен нумай çырма пулать. Чăннипех халăх хисепне тивӗçлӗ çын. Чăваш таврапӗлӳçисен вӗрентекенӗ. Эпир – унăн вӗренекенӗсем. Юбилейпе саламласа 100 çула çитме сунар Виталий Петровича.
Николай КАЗАКОВ,
Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрăмӗн ертӳçи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Комментарии
0
0
Маттур!
0
0