Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш центрӗсен ертӳҫисене ҫамрӑксене суйлаҫҫӗ

Конференцие хусансен пысӑк делегацийӗ хутшӑннӑ

Иртнӗ ҫулсенче Ҫӳльту (Высокогорский) районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн пуҫлӑхӗ пурччӗ пулин те, ун ӗҫӗ ытла курӑнсах каймастчӗ. Ҫӳльтусем шӗкӗр хуларан инҫе пурӑнманран, чӑвашсен ӗҫӗсемпе пурпӗр Хусана ҫӳретчӗҫ. Пӗр уява та сиктермен темелле.
Февралӗн 15-мӗшӗнче район центрӗнче чӑвашсем отчетпа суйлав Конференцине хутшӑннӑ. Халӑх пӗр саслӑн пулса Татьяна Сергеевна Козулинӑна суйланӑ. Урӑх кандидатурӑсем те тӑратман.
Палӑртса хӑвармалла, чӑваш юрри-ташшине чунтан юратакан Татьяна Сергеевна хӑй пуҫлӑхӗ пулма кӑмӑл тунӑ. Ҫамрӑк пулсан та, унӑн общество ӗҫӗ-хӗлӗнче пысӑк стаж пухӑннӑ. Универсиадӑра та, Сочири Олимпиадӑн йӗркелӳ комитетӗнче те ӗҫленӗ вӑл, нумай ҫул республикӑри студентсене пӗрлешӗвне хутшӑннӑ. Мӗнех, ӑнӑҫу сунар ӑна ҫӗнӗ ӗҫре.
Хусансем те ҫак Конференцие хутшӑннӑ. Ҫамрӑксен "Аталан" пӗрлешӗвӗн хастарӗсем, Вера Кожеманова, Галина Семёнова, Дмитрий Глухов, София Чаркина концерт кӑтартнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Вӗсене ТР ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн тав тӑвать.
Вера Юнусова сӑнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев