Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чи лайӑх çамрӑк вĕрентекене çур миллион тенкӗ укçа парĕç

Тутарстан Республикинче аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче вĕрентекенсен хушшинче пӗрремӗш хут «Çулталăкăн чи лайӑх çамрӑк преподавателĕ» конкурс иртет.

Çĕнтерӳçĕ январь уйӑхӗнче çулсерен иртекен «Студент года» преми мероприятийĕнче паллă пулĕ. Кун пирки ТР çамрӑксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков пĕлтернĕ.

«Конкурса ахальтен туман, пӗрремӗшӗнчен ку вĕрентекенĕн профессине популяризацилеси. Студентсемпе пирӗн хăйсен пекех çамрӑк специалистсем ӗçлеççӗ, вӗсем студентсене вӗренестессипе пысӑк яваплӑх илеҫҫӗ. Шансах тӑратӑп, конкурсӑн малашлӑхӗ пысӑк», — тенĕ вӑл.

Иккӗмӗш тата виççӗмӗш вырӑн йышăннисене те 200 тата 300 пин тенкӗлӗх преми парӗç. Ринат Садыков палăртнă тӑрӑх, конкурсӑн приз фончӗ пысӑкланса пыни аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче ӗçлеме çамрӑк специалистсене илӗртме пулӑшӗ.

Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование