Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чи маттур çамрăк предпринимательсене Мускав курма илсе каяççӗ

Кӗрхи икӗ уйăхра республикăри хуласемпе районсенчи шкул ачисем ятарлă программăпа предпринимательство никӗсӗсене тӳлевсӗрех ăса хывнă. Вӗренӳ шкулсенче ӗçлӗ вăйă формипе иртнӗ. Ачасем предпринимателӗн сăнарне шухăшласа тупса ятарлă тестировани иртнӗ, хăйсем проектсем хатӗрлесе вӗсемпе паллаштарнă.

Аса илтеретпӗр, Тутарстанра иккӗмӗш çул ӗнтӗ «Школьный бизнес-старт» программа пурнăçланса пырать. Ăна ТР Экономика тата Вӗрентӳпе наука министерствисем йӗркеленӗ.

Кăçал шкул ачисенче предприниматель хăнăхăвӗсемпе компетенцийӗсене аталантаракан проекта республикăн 28 районӗнчен 11 пин ытла ача хутшăнать.

Хăйсене ыттисенчен лайăхрах кăтартнă 600 ача тепӗр тура – бизнес-проектированипе – хутшăнма тивӗçнӗ. Çывăх вăхăтра вӗсем предприниматель ӗçне тарăнрах вӗренме пуçлӗç, ăс параканнисем вара ăнăçлă ӗçлекен предпринимательсем пулӗç.

Иккӗмӗш тапхăр вӗçӗнче ачасем хăйсен проекчӗсене хӳтӗлӗç. Чи интересли – Çӗнӗ çул умӗн вӗсем валли ятарласа ыркăмăллăх ярмăркки йӗркелеççӗ: унта çамрăк усламçăсем хăйсен таварӗпе интересленекенсемпе тата конкурентсемпе тӗл пулӗç.

Юлашки тапхăр – Бизнес-кейссен чемпионачӗ – 2024 çулхи февральте иртет. Унта иккӗмӗш тапхăра ăнăçлă иртнисем хутшăнма пултараççӗ.

Шкул бизнес-компанийӗсен финалӗн слечӗ вара тепӗр çулхи апрель уйăхӗнче пулмалла. Унта 3 команда, 120 ача хутшăнаять. Виçӗ командăран 30 ача çӗнтерӳçӗ ятне тивӗçет. Вӗсене сюрприз кӗткт – çӗнтерӳçӗсене Мускава илсе каяççӗ. Вӗсем унта «Сколково» технопаркра, Горький ячӗллӗ киностудире пулса курӗç.

«Школьный бизнес-старт» программа ТР Раисӗ Рустам Минниханов хушнипе пурнăçланса пырать.

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев