Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чи хакли, чи юратни

Йышлă уявсен хушшинче Анне кунӗ кашни çыншăн уйрăм, пӗлтерӗшлӗ вырăнта. Ку уява никам та асăрхамасăр, тимлӗх уйăрмасăр хăвараймасть.

Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗн библиотекинче те акă «Анне сăмахран аслăраххи çук» ятпа литература сехечӗ ирттертӗмӗр. Мероприятие ертсе пыракансем пухăннисене çак уявăн историйӗпе паллаштарчӗç. Анне çинчен питӗ нумай калав-повесть, сăвă, юрă çырни пирки каласа пачӗç. 

Çармăс шкулӗн пӗчӗккисен ушкăнне çӳрекен шăпăрлансем анне çинчен сăвăсем каларӗç, юрăсем шăрантарчӗç. Мероприятие хутшăнакансем çавăн пекех «Чи хакли, чи юратни» кӗнеке куравӗпе те паллашма пултарчӗç.

 

Лидия КАРАЕВА.

Теччӗ районӗ, Çармăс.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день мамы