Цифра урокӗсем
ТР Президенчӗн Р.Миннихановăн Указӗпе 2022 çула Цифровизаци çулталăкӗ тесе йышăннăран республикăри кашни ӳсӗмри шкул ачи валли уйăхра пӗрре цифра урокне ирттереççӗ. Цифра урокӗсен тӗллевӗ – шкул ачисене цифра экономикин чи кирлӗ компетенцийӗсемпе паллаштарса май пур таран иртерех информаци технологийӗсен сферинче професси суйлама вӗрентесси. Вӗсем ачана хăйне çывăх гаджетсемпе усă курса çӗнӗ пӗлӳпе хăнăху илме пулăшаççӗ.
1 – 11-мӗш класс ачисен кашни уйăхра актуаллă çак IT-темăсене сӳтсе явма май пур:
1. Интернетри хăрушсăрлăх.
2. Искусствăлла интернет.
3. Виртуаллă тата хушăм пурнăç.
4. Клиентоцентрлă (клиентоцентричное) патшалăх.
5. Индустри 4.0. Цифра технологийӗсем промышленнăçра.
6. Пуласлăх технологийӗсем. Квантлă компьютер.
7. Пилотсăр автомобиль технологийӗсем.
8. Çӗнӗ цифра искусстви.
9. IT-предприниматель мӗнле пулмалла.
10. «Облако» сервисӗсем пурнăç валли.
Цифра урокӗсене цифра трансформацийӗшӗн яваплă республика тата муниципаллă влаçсенчи чиновниксем тата Тутарстанри IT-компанисен ертӳçисем ирттереççӗ. Вӗсем хăйсене çирӗплетнӗ районсенчи тӗрлӗ шкулсенче пулаççӗ.
«РФ Цифра экономики» наци проекчӗн «Цифра экономики валли кадрсем» проект хӳттинче иртекен цифра урокӗсене республикăра пурӗ 1400 шкул хутшăнать. Кашни уйăхра вӗсенче 280 пиншер шкул ачи вӗренет.
ТР Патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерствин материалӗсем тăрăх
Аслă Аксу шкул архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев