Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Цифровизаци – çӗршывсене çывăхлатмалли мел

Ислам тӗнчин глобальлӗ экономика аталанăвӗн локомотивӗсенчен пӗри пулма йăлтах пур

 
«Россия — Исламский мир: KazanForum» XVI халăхсен хушшинчи экономика форумӗ Раççейпе Ислам тӗнчин çӗршывӗсен ӗçлӗ çыхăнăвне малалла аталантарчӗ. 100 яхăн çӗршыв кашни еншӗн питӗ кирлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗ кунта. Тӗп мероприятисенчен пӗрне, «Цифровизаци: çӗнӗ реалисем, пӗрле ӗçлессине анлăлатмалли хушма мел» пленарлă сессие илес-тӗк, вăл çӗнӗ тема пулмарӗ, экспертсем Хусан площадкинче пӗлтӗр иртнӗ БРИКС саммитӗнче пуçарнă ыйтăвах малалла тăсрӗç. 
 
Экономика хăвăрт улшăнса пынă саманара цифровизаци Раççейпе Ислам тӗнчин çӗршывӗсен хушшинчи çыхăнăва çирӗплетессинче калама çук пысăк вырăн йышăнать. Сессире çӗнӗ технологисен ыйтăвӗсене сӳтсе явнипе пӗрлех экономикăн тӗрлӗ отраслӗнче цифра проекчӗсемпе ăнăçлă усă куракан опытсемпе те паллашрӗç.
РФ Правительствин Председателӗн çумӗ, KazanForum оргкомитечӗн ертӳçи Марат Хуснуллин Раççейре цифровизаци мӗнле аталаннине строительство сферине тӗслӗхе илсе паллаштарчӗ. Вăл каланă тăрăх, 2030 çул тӗлне çӗршыв 1 миллиард тăваткал метр çурт-йӗр (вӗсенчен 700 миллион тăваткал метрӗ пурăнмалли çурт-йӗр) лартма планлать. Çак ӗçе информаци технологийӗсемсӗр пурнăçлама йывăррине палăртрӗ вăл. Çӗршыври мӗнпур застройщика, вӗсен юлашки 6 çулхи ӗç историне тимлӗхре тытмалли информаци системине туса хунă пирӗн. Кунсăр пуçне «Национальная система пространственных данных» патшалăх программи те пур. Унта геодези, картографи, кадастр, землеустройство, хула строительстви, ял хуçалăх, транспортпа энергетика енӗпе 2 пин ытла даннăй кӗнӗ. М.Хуснуллин çитес 2-3 çулта пурăнмалли 200 пунктăн, çӗршыв халăхӗн 75 проценчӗ пурăнакан 2160 ял-хула планне тăвассине те каларӗ. Çапла майпа 6 çулта çынсен пурнăç пахалăхне 30 процента лайăхлатма тӗллев лартнă. Çакна вара пӗрлехи информаци системисӗр тума хӗн.
«Россия — Исламский мир» Стратегилле курăм ушкăн ертӳçи, ТР Раисӗ Рустам Минниханов информаци технологийӗсемпе цифра платформисем аталаннипех Тутарстан поставкăсен анлă цепочкине интеграциленсе инвесторсемпе партнерсемшӗн хăйӗн илӗртӳлӗхне ӳстернине палăртрӗ. Паянхи кун IT-секторта республикăн 3,5 пин компанийӗпе 10 пин специалисчӗ. Çакă хальхи çӗнӗ технологисене пурнăçăн тӗрлӗ сферине кӗртме май парать. Çав шутра финанс секторне (ислам банкингне) те. Капашсăр пысăк çак трансформацие хутшăннипе Тутарстан мăнаçланнине палăртса хăварчӗ.
Туркмен халăхӗн наци лидерӗ, Халк Маслахаты председателӗ Гурбангулы Бердымухамедов сăмахӗсемпе, паян ислам тӗнчин глобальлӗ экономика аталанăвӗн локомотивӗсенчен пӗри пулма йăлтах пур. Туркменистан энергетика, транспортпа логистика, технологие тӗпе хурса çӗршывсемпе экономика çыхăнăвне йӗркелесшӗн. Гурбангулы Бердымухамедов шучӗпе, ислам тӗнчин Азипе Лăпкă океан регионӗнчен пуçласа Европа таранах Евразин пӗрлехи энергетика, транспорт тата технологи тăрăхне туса хумаллах. Суту-илӳпе тариф политики, сывă тӗнче экономики çине лайăх витӗм парӗччӗ ку.
Узбекистан вара IT-индустри аталанăвӗ çине пысăк тимлӗх уйăрать. Вӗсем хăйсен IT-паркӗсенче стартапсене – тӗрев, IT-предприятисене çăмăллăхсем параççӗ иккен. Раççейпе Ислам тӗнчин çӗршывӗсене те пӗрле ӗçлеме, цифра инфраструктурине аталантарма, пӗрлехи IT-хабсем туса хума, патшалăхсем хушшинче цифра суту-илӳ платформисене интеграцилекен «Цифровой шелковый путь» платформăна сарма тата искусствăлла интеллект енӗпе проектсене пурнăçлама йыхравларӗ.
 
Сăнӳкерчӗк kazanforum2025.riamediabank.ru сайтран.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство