Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Çиларман» ушкăнăн каччисем Хусанта юрлӗç

Телеграмри «Пуринчен малтан. Çывăрса юлмасан» паблик пӗлтернӗ тăрăх, Хусанти фестивальте Шупашкар чӑвашӗсем те юрлӗҫ

Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Хусанта Раҫҫей халӑхӗсен музыкӑпа этника еткерлӗхӗн фестивалӗнче чăвашла юрланине итлесе курма май пулӗ. Вӑл концерт паянтан пуҫланса ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗччен пыракан Этно-fashion-фестиваль программине кӗрет. Унта Хусанти "Не любо – не слушай" фольклор ушкӑнӗ, "ЖИВаGO" ушкӑн, Shoner Paul, Анат Кама хулинчи "Алабута" юрӑпа ташӑ ансамблӗ тата Чӑваш Енрен "ҪИЛАРМАН" ушкӑн (Александр Никифоров, Олег Вунберов) хутшӑнӗҫ. Концерт çурла уйăхӗн 3-м.ш.нче Хусанти Кремльти Тупăсен картишӗнче (Пушечный двор) 19:00 сехетрен пуçласа 21:00 сехетчен пырать.

Çилармансем Хусанти фестивальсене йӗркелекенсене килӗшеççӗ пулмалла, иртнӗ çулсенче те кунашкал уявсенче Тутарстанăн шӗкӗр хулинче вӗсене курма пултачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев