Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чирлекенсен шучӗ ӳсет

Пӗр эрне хушшинче республикăра гриппа тата ОРВИпе чирлекенсен шучӗ ӳснӗ. Октябрӗн 27-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 2-мӗшӗччен 10 044 тӗслӗхе шута илнӗ, ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан 8,7 процент нумайрах. Кун пирки «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конфренцире Роспотребнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина пӗлтерчӗ.

Кашни çул çак вăхăтра чирлекенсен шучӗ ӳсет.  Вӗсен хушшинче сакăр çыннăн грипп пулнине палăртнă, ку чирлекенсен пӗтӗмӗшлӗ пайӗн 3 проценчӗ. Малалла сезон пуçланнăран гриппа чирлекенсен ӳснине каласа хăварчӗ спикер. Пӗлтӗрхи çак тапхăрпа танлаштарсан ку кăтарту самай сахалрах. Шкул ачисем каникулта пулни, вӗсен хушшинче чирлекенсен шутне чакарнине та пӗлтерчӗ спикер.  

Паянхи кун тӗлне  республикăра пурăнакансен 42 проценчӗ грипа хирӗç вакцинаци тунă. Палăртса хăвармалла: прививка тăвассине кая хăварнă пулсан, халӗ ăна тума шăпах меллӗ вăхăт, мӗншӗн тесен, хальлӗхе гриппа чирлекенсен сахал, иммунитета аталанма вара сахалтан та 14 кун кирлӗ.

Декабрь уйăхӗнче иртекен Çӗнӗ çул уявӗсене тата Ёлкăсене прививка туса кайма сӗнчӗ спикер. Сентябрӗн 1-мӗшӗнче вӗренӳ заведенийӗсенче фильтрсем ӗçлеççӗ. 7036 шкул ачине чир паллисем  пулнăран килне сипленме янă.

«Сывлăх сыхлав тытăмӗ гриппа тата ОРВИ  сезонне пӗтӗмпех хатӗр, грипа хирӗç вакцинаци малалла пырать. Паянхи куна гриппа кӗрешекен вакцинăн 2 миллион та 23 пин дозине илтӗмӗр,  ку виçӗ тата тăватă валентлă вакцина. Пӗтӗмпе 1,6  миллион çын вакцинаци иртнӗ», – пӗлтерчӗ ТР тӗп эпидемиологӗ Дмитрий Лопушов.

Ачасен хушшинчи иртерекен вакцинаци вӗçленине, вакцинацие  çырăнмасăр ирттернине те палăртрӗ вăл.

Республикăра 68 çыннăн хӗрлӗ шатра (корь) чирне çирӗплетнӗ. Вакцинаци иртнипе ку кăтарту иртнӗ  çулхинчен тăватă хут сахалрах. Республикăра пурӗ 32 пин те 235 çынна вакцинациленӗ. Гонконг штаммӗ те кашни çул палăрать, анчах вакцинци туни  пур штаммсенчен те пулăшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: прививка Здравоохранение роспотребнадзор грипп