Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чирлекенсен хушшинче ытларах арçынсем

Тутарстанра ВИЧПА чирлӗ пациентсенчен 60 ытла проценчӗ 35 – 49 çулсенчи арçынсем пулнине, кăçал 11 уйăх хушшинче 619 çынра ВИЧ-инфекци тупнине, пӗлтӗрхи тапхӑрпа танлаштарсан ку 12,5 процент сахалрах пулнине ТР сывлӑх сыхлав министерствин СПИД тата инфекцилле чирсемпе кӗрешекен, профилактика ирттерекен республика центрӗн тӗп тухтăрӗн çумӗ Айрат Бешимов пӗлтерчӗ.

Регионта 100 пин çынран 15,4-шӗ ВИЧ-инфекциллӗ пулнине те палăртрӗ вăл. Раççейре кӑтарту 2 хут ытларах – 100 пин çынран 33,1-шӗ ВИЧ инфекциллӗ.

Уйрăмах СПИДпа 35 - 49 çулсенчи арçынсем (60,1%) чирленине палăртрӗ спикер. Тӗслӗхсенчен 89,5 процентӗнче   хӳтлӗхсӗр ар çыхӑнӑвне пула чир ернӗ. Наркотиксене пула ерне  чирлекенсен шучӗ чакать, кӑçал ку цифра 10 процентпа танлашать.

ТР Роспотребнадзорӑн специалисчӗ Булат Сафиуллин регионта инфекциллӗ çынсен хушшинче 50 çултан иртнисен нумай пулнине пӗлтерчӗ.  1997 çултанпа  Тутарстанра 31,5 пин çыннăн ВИЧ-инфекци тупса палăртнă. Инфекци республикăри кашни районта пур. Хусанта, Çырчаллинче, Агрыз, Пӗкӗлме, Элмет, Пӑва, Çӳлту, Лениногорск, Анат Кама, Çӗнӗ Шуçăм тата ытти  районсенче чирлекенсен шучӗ вӑтам кӑтартуран ӳснине палăртрӗ спикер.

Пӗтӗмӗшле илсен, спикерсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикăра ВИЧ-инфекциллӗ 15832 пин çын учетра тӑрать, вӗсенчен 92,4 проценчӗ антиретровирус терапине илет.

ВИЧ-инфекци чылай вӑхӑт хушши палăрмасть, çын чир ернине сисмест, ăна  лаборатори тӗрӗслевӗ кӑна тупса палӑртма пултарать. Çавăнпа тӗрӗслев иртме хушаççӗ тухтăрсем. Тутарстанри пур медицина учрежденийӗнче ВИЧ анализ пама май пур.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #ЗдоровьеТатарстан СПИД