Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ çул каникулӗнче Хусан тăрăх Хӗл Мучин трамвайӗ çӳрет

Паян, январӗн 1-мӗшӗнчен, Хусанта 7№ маршрутпа «Хӗл Мучин асамлă трамвайӗ» çула тухать. Çӗнӗ çула капăрлатнă çак транспортпа пассажирсем январӗн 6-мӗшӗчченех ярăнма пултараççӗ.

Çӗнӗ çул трамвайӗ çак кунсенче 16:00 сехетрен пуçласа 17:30 сехетчен çӳрет. Паллă ӗнтӗ, Хӗл Мучипе Юр Пике хăйсем те пулаççӗ салонра. Асамлă трамвайăн пассажирӗсен вӗсемпе асăнмалăх сăн ӳкерӗнме тата караоке-баттла хутшăнма май пур. Культура управленийӗ пӗлтернӗ тăрăх, трамвай унчченхи пекех маршрутăн кашни чарăнăвӗнчех чарăнать.

 Асамлă трамвайăн маршручӗ:

*Чугун çул вокзалӗ,

*Серов урамӗ,

*Фатыха Амирхан проспекчӗ;

*Ветеринари Академийӗ,

*Арбузов урамӗ;

*Сахаров Академик урамӗ; Çӗнтерӳ проспекчӗ,

*«Солнечный город» пурăнмалли массив;

*Глазунов урамӗ (çак чарăнуран каялла çаврăнать).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество