Çӗнӗ çул ячӗпе!
Иртсе каякан çул чăн-чăн Йӗкехӳре çулӗ пулчӗ: – кашни хăйӗн «шăтăкӗнче» лартăмăр; – апат-çимӗçе киле сӗтӗртӗмӗр; – çынна курсан пытанма васкарăмăр; – инфекцие пӗр-пӗрне ертрӗмӗр...
Çӗнӗ çула кӗтсе илнӗ хыççăн Вӗçкӗн Ваççапа Чăнкă Мирун тӗл пулнă тет.
– Ну, Çӗнӗ çула мӗнле кӗтсе илтӗн? – ыйтать Мирун.
– Пӗлместӗп, каласа паракан пулмарӗ-ха...
×××
Çӗнӗ çул кӗтсе илме Чипер Маринесем патне хăнасем пуçтарăннă тет. Кивӗ çула ăсатаççӗ, çӗннине кӗтсе илеççӗ, савăнаççӗ, кулаççӗ... Хăнасем ниепле те килӗсене кайма васкамаççӗ-ха. Çакă Маринене тарăхтарма пуçлать. Кусем хăвăртрах тухса кайччăр тесен мӗн тумалла-ши тесе шутлать-шутлать те тупать – юнашар пӳлӗме каять те хăйӗн пӗр телефонӗ çинчен теприн çине шăнкăрав ярать. Трубкине тытать те:
– Алло... Пушар?!.. – тет. Хăнасем хăраса ӳкеççӗ:
– Ăçта пушар? Камсем çунаççӗ? – тӗпчеççӗ хайхисем.
– Ăнланса юлаймарăм, сиртен тахăшӗн çурчӗ çунать пулас... – тет.
×××
Çӗнӗ çул. Ирхине. Яка Кулине çывăракан упăшки валли записка çырса хăварнă:
«Çӗнӗ çул ячӗпе, чунăмçăм!
P.S.: Рассол холодильникре.
P.P.S.: Холодильник тӗпелте».
×××
Иртсе каякан çул чăн-чăн Йӗкехӳре çулӗ пулчӗ:
– кашни хăйӗн «шăтăкӗнче» лартăмăр;
– апат-çимӗçе киле сӗтӗртӗмӗр;
– çынна курсан пытанма васкарăмăр;
– инфекцие пӗр-пӗрне ертрӗмӗр...
×××
2020 çул: эпӗ сире маскăпа паллаймастăп.
2022 çул: эпӗ сире маскăсăр паллаймастăп.
×××
Çӗнӗ çулччен пӗр-икӗ кун юлсан Кукша Кӗркури патне мăнукне леçсе янă тет. Ача çул çинче хытă ывăннипе часах çывăрса каять. Тепӗр кун сӳрӗк кăмăлпа вăранать те йӗме пуçлать хайхискер.
– Ан макăр, – тет ăна Кукша Кӗркури. – Хăвна лайăх тытсан Хӗл Мучи сана вылямалли кран парнелӗ.
– Ого! Питӗ аван, – савăнать мăнукӗ. – Халь манăн икӗ кран пулать апла.
– Мӗншӗн иккӗ? – ыйтать Кукша.
– Кравать айӗнчен пӗр кран тупрăм ӗнтӗ эпӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев