ÇӖНӖ ВӖРЕНӲ ÇУЛӖ ТӖЛНЕ ПАРНЕ
Чăваш кӗнеке издательствинче Надежда Силпин «Ылтăн пучах» кăларăмӗ кун çути курчӗ
Кӗçӗн çулхи ачасем валли хатӗрленӗскерне сăвăсем кӗнӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова: ӳнерçи –
Наталия Андреева. Тиражӗ – 800 экземпляр.
Çуллахи ăшă кунсем сисӗнмесӗрех вӗçсе иртрӗç: каникул хыçа юлчӗ. Авăн уйăхӗн 1-мӗшӗнче çӗршывăмăрти мӗнпур ачапчана шкулсем хăйсен ытамне пуçтарчӗç. Пӗлӳ кунӗнче кашни хӗр пӗрчипе арçын ача çапла сăвăлама пултарать:
Хӗвел шевли вăратрӗ
Ирпе ирех мана.
Шкула анне ăсатрӗ:
«Чуп, такăр çул сана!»
Чечек çыххи тыттартăм
Савса учителе.
Тантăшсемпе паллашрăм –
Вылятпăр мечӗкпе.
Ку йӗркесен авторӗ – чăваш сăвăçи Надежда Силпи. Чăваш кӗнеке издательствинче шăпах авăн уйăхӗн 1-мӗшӗнче унăн «Ылтăн пучах» кăларăмӗ кун çути курчӗ.
Надежда Силпи (Степанова) 1962 çулхи авăн уйăхӗн 3-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кăшнаруй ялӗнче çуралнă. Вăтам шкултан, Чăваш патшалăх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнă. Çӗнӗ Шупашкарти шкулсенче ачасене вӗрентнӗ, Кӳкеçри район администрацийӗнче ӗçленӗ. 1988 çултанпа Раççей Федерацийӗн тата Чăваш çыравçисен пӗрлешӗвӗсенче тăрать. Ача-пăча валли çырнă сăввисем «Тантăш» хаçатра, «Самант» журналта, вӗренӳ кӗнекисенче, «Хаваслă ачалăх», «Çунатлă çамрăклăх» кăларăмсенче пичетленнӗ.
«Ылтăн пучахри» сăвăсенче Надежда Никитична тăван ен хăйне евӗрлӗхне сăнлать, кулленхи улшăнусене асăрхама вӗрентет. Çутçанталăк çулталăкăн кирек хăш вăхăтӗнче те илемлӗ. Хӗлле çитсен тавралăх шурă шупăр тăхăнать.
Эх, çунашка, çунашка,
Юнашар ман Хураçка.
Ярăнатпăр çырмара,
Пит илемлӗ таврара!
(«Эх, çунашка!»)
Çуркунне мӗнпур йывăç-курăк чӗрӗлет, кайăк-кӗшӗк вӗçсе килет. Çулла савăк кунсемпе, хӗвел ăшшипе илӗртет, кӗркунне – тулăх пулнипе.
Илӗртет кӗрхи уй-хир,
Кирлӗ мар тек çумăр-çил.
«Ылтăн пӗрчӗ» хисепре,
Вăл упранӗ кӗлетре.
(«Илӗртет кӗрхи уй-хир».)
Кӗнекере Тăван çӗршыва, чăваш тӗррине, сывă пурнăç йӗркине халалланă çаврăмсем те пур. Авторăн сăввисем çăмăллăн вуланаççӗ, чунра ăшă туйăмсем вăратаççӗ. Вӗсемпе паллашсан çакна эсир те туйса илейӗр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев