Çӗнӗ вӗренӳ çулӗпе пӗрле Алина Загитован шкулӗ уçăлӗ
Центр пăр арениллӗ, хореографи, физкультура залӗсемлӗ тренировка комплексӗ пулӗ. Унсăр пуçне конькипе ярăнма юратакансем валли каток тата кафе те.
Олимп чемпионкин Алина Загитован конькипе эрешлесе ярăнассипе шкулӗ Хусанта сентябрӗн 1-мӗшӗнче ӗçлеме тытăнать. Кун пирки ТР спорт министрӗ Владимир Леонов ведомство коллегийӗнче пӗлтернӗ.
Шкул конькипе ярăнассипе центрта ӗçлӗ, ӑна Республика тата хула кунӗсенче, августăн 30-мӗшӗнче, уçма палӑртнӑ.
«Алинапа (А.Загитова) эпир активлă ӗçлетпӗр, тренерсен йышне пухатпăр», – палӑртрӗ Владимир Леонов.
Аса илтеретпӗр, паллă фигуристкăн шкулне уçас шухăш 2023 çулта Алина Загитова ТР Раисӗпе Рустам Миннихановпа тӗл пулнă хыççăн çуралнă. Çавăн чухне конькипе эрешлесе ярăнассипе шкул проектне сӳтсе явнă.
Искусственнăй пăрлă тăрăллă Пăр керменне Юханшыв портӗнчен инçе мар туса лартма йышăннă. Унта ӗлӗкрех «Водник» стадион пулнă. 2025 çулхи август уйăхӗнче проекта пурнăçа кӗртме 1,29 миллиард тенкӗ уйăрма палăртнă.
Центр пăр арениллӗ, хореографи, физкультура залӗсемлӗ тренировка комплексӗ пулӗ. Унсăр пуçне конькипе ярăнма юратакансем валли каток тата кафе.
Сăнӳкерчӗксем ТР Раисӗн пресс-службин, Салават Камалетдиновăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев