Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖНӖ ЙӖЛМЕЛӖНЧЕ АНДРЕЕВ ТУРНИРӖ

Çӗпрел районӗнчи çӗнйӗлмелсем ентешне И.В. Андреева асăнса уçă шахмат турнирне ирттерчӗç.

Çак кунсенче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче И.В.Андреева асăнса культурăпа спорт мероприятийӗ иртрӗ – II уçă шахмат турнирӗ тата концерт. Шахматла вылякансем виçӗ номинацире вăй виçрӗç. Аслисен хушшинче Рамис Гафуров (Çӗнӗ Чукал) 1-мӗш, Иван Исаев (Аслă Аксу) 2-мӗш, Владимир Выселкин (Çӗнӗ Йӗлмел) 3-мӗш вырăна тивӗçрӗç.

Ачасенчен Нафис Гафуров (Çӗнӗ Чукал), Артемпа Сергей  Мускатиновсем (Аслă Аксу) чи пултаруллисем пулчӗç. Хӗрсенчен Çӗнӗ Йӗлмел пикисем Наталья Изендеева, Ангелина Алексеева тата Оксана Андреева призлă вырăнсене тивӗçрӗç.

Мероприятие Шупашкартан килсе çитнӗ Аида Великова юрăçă хăйӗн пултарулăхӗпе илем кӳчӗ. Тăвăллăн алă çупса хакларӗç куракансем унăн кашни юррине.

Çӗнтерӳçӗсене И.В.Андреевăн ывăлӗсем Николай тата Андрей, Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхне нумай çул ертсе пынă Наиль Шихранов, вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пыракан Роберт Дружков саламларӗç. Ялти Культура çуртӗнче Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнчи музей ертӳçи, журналист Г.Карсаков тата Н.Андреев çыравçă тăрăшнипе Иван Андреевăн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ пирки фотостенд йӗркеленӗччӗ.

Иван Васильевич Андреев 1947 çулта Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çуралнă. Шкул пӗтерсен çара кайнă, таврăнсан механизаторта, трактор бригадин бригадирӗнче тăрăшнă. 1975 çулта ăна Тутар АССРӗн Аслă Канашӗн депутатне суйланă. 1980 – 1982 çулсенче Бауман ячӗллӗ колхозра партком секретарӗнче ӗçленӗ. Унтан комплекслă бригада бригадирӗнче, Çӗнӗ Йӗлмел ял Совечӗн председателӗнче тăрăшнă. Мăшăрӗпе Зоя Николаевнăпа пӗрле вӗсем пилӗк ача çуратса ӳстернӗ.

Иван Васильевич спортпа питӗ туслă пулнă. Тӗрлӗ ăмăртусене хутшăнса çӗнтернӗ. Ăна нумай хутчен Хисеп хучӗсемпе, дипломсемпе наградăланă. Производствăра пысăк кăтартусемпе палăрнăшăн вăл «Çураки паттăрӗ» ята та тивӗçнӗ. Унăн çутă сăнарӗ ял-йышăн асӗнче упранать. И.В.Андреев ячӗллӗ турнир малашне те çакăн пек çӳллӗ шайра иртессе, унта хутшăнакансен йышӗ тата та нумайрах пуласса шанса тăратпăр. 

Геннадий КАРСАКОВ. ( Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт