Çӗнелнӗ банкнота
Раҫҫей банкӗ 2025 ҫулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче модернизациленӗ 1000 тенкӗлӗх банкнота хута ярать. Кун çинчен Раççей Банкӗн сайтӗнче çыраççӗ.
Хут укçана хальхи вăхăтри дизайнпа ăсталанă, хӳтӗлев комплексне вăйлатнипе ултавçăсем суя укçа тăваймӗç.
1000 тенкӗлӗх çӗнетнӗ банкнотăна Атăлçи федераллă округа, Чулхулана халалланă. Пич енче Чулхула Кремлӗн Никольски башни, тепӗр енче Саратовăн автомобильсен кӗперӗ, «Метеор-12» шыв айӗнче çуначӗпе авăсса пыракан карап, Хусанти Çӗр ӗçченӗсен Керменӗ.
Пинтенкӗлӗх укçан тӗсне улăштарман, çавăн пекех бирюза тӗслӗ.
Банкнота çинче QR-код та пур. Ăна сканерласан Раççей Банкӗн сайтне уçса çӗнӗ 1000 тенкӗлӗх укçа çинчен вуласа пӗлме пулать.
2025 çулта кăларнă 1000 тенкӗлӗх укçапа Раççей Федерацийӗнче хуть мӗнле таваршăн та, услугăшăн та тӳлеме пулать.
Çӗнентнӗ банкнотăна укçа çаврăмне майӗпен кӗртеççӗ. Халиччен усă куракан 1997 çулта кăларнă хут укçапа пӗр танах усă курма пулать унпа.
Ку материала Раççей Банкӗн пресс-службинчен илнӗ.
Сăнӳкерчӗк cbr.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев