ЧНКА хастарӗсем Лев Кураковăн асăну каçне хутшăнӗç
Январӗн 27-мӗшӗнче Тутарстанри Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче ТР ЧНКА Канашӗн анлă ларăвӗ иртет. Унта районсемпе хуласенчи чăваш наципе культура центрӗсен ертӳçисемсӗр пуçне çамрăксен лидерӗсем те хутшăнмалла.
Çавăн пекех çак кун Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче паллă ученăй-экономиста, Чăваш Республикинче аслă пӗлӳпе наукăна йӗркелекен общество тата патшалăх деятельне, Раççей Вӗрентӳ академийӗн пайташне Лев Пантелеймонович Куракова халалланă асăну каçӗ иртет. Ăна профессор çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă.
Лев Кураков Чăваш Республикинчи этнокультура юхăмӗн йӗркеленӗвӗн пуçламăшӗнче тăрать. Вăл Чăваш Енри халăхсен Ассамблеине ертсе пычӗ, ЧР Пуçлăхӗ çумӗнчи Ваттисен канашӗн председателӗ пулса тăрăшрӗ.
Лев Кураковăн асăну каçӗ Хусанта 16:00 сехетре пуçланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев