Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел çар ветеранӗсен акцийӗ малалла тăсăлать

Ветерансем «Пирӗн аннесем патне шаккăр!» ыр кăмăллăх акцийӗн иккӗмӗш тапхăрне сентябрӗн 13-мӗшӗнче ирттерчӗç.

Çӗпрел районӗнчи Хӗç-пăшаллă хирӗçтăрусене хутшăннă çар ветеранӗсен канашӗн «Пирӗн аннесем патне шаккăр!» ыр кăмăллăх акцийӗ малалла тăсăлнине пӗлтерчӗ Канашăн ертӳçи Виктор Петухов.

Аса илтеретпӗр, «Ырăлăх эрни» республика акцийӗн хӳттинче иртекен çак мероприятие ветерансем кашни çул вырăнти фермер хуçалăхӗсемпе пӗрле йӗркелеççӗ. Афган, Чечня, кăçалтан тата Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хунă ентеш-салтаксен ашшӗ-амăшӗсене пулăшу параççӗ вӗсем. СВОра вилнӗ ентеш-салтаксен ашшӗ-амăшӗсене, пурӗ 12 çемьене, августăн 28-мӗшӗнче çуршар тонна урпа валеçнӗччӗ.

Ветерансем акцин иккӗмӗш тапхăрне сентябрӗн 13-мӗшӗнче ирттерчӗç. Хальхинче Чечня, Афган вăрçисенче пуç хунă салтак-ентешсен: Хӗрлӗ Çăлтăр орденпа икӗ хутчен наградăланнă Рифкат Ихсановăн, Хӗрлӗ Ялав ордена тивӗçнӗ Ильдус Хайбулловпа Румила Замалтдиновăн çемйине тата Александр Шуркинăн амăшӗ патне çитрӗç.

Пулăшу панисӗр пуçне ашшӗ-амăшсене чечек çыххи те парнелерӗç. Виктор Петрович Петуховăн сăмахӗсемпе, акцин виççӗмӗш тапхăрӗ те пулать-ха, ун чух вӗсем Афган, Чечня вăрçисенчен аманса таврăннă тата пурнăç йывăрлăхне кӗрсе ӳкнӗ ветеран-ентешсене пулăшу парӗç. «Ыр кăмăллăх акцийӗ валли кăçал Кивӗ Йӗлмелӗнчи хресченпе фермер хуçалăхӗ, ертӳçи Владимир Анатольевич Лысов, 8 тонна урпа пачӗ. Темӗн пысăкăш тав ăна», – терӗ Виктор Петрович фермера чӗререн тав туса. (В.Петухов архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество