Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн пуçлăхӗ Мария Потяшина палăртнă тăрăх, республикăна инфекци ытларах Мускавран килекенсенчен сарăлать.
Паян кăна Тутарстанра коронавирус инфекцийӗпе чирленӗ тепӗр 65 пулăм тупса палăртнă. 20 çынна больницăна ăсатнă, 45-шӗ килӗсенче сипленеççӗ. Юлашкисен чир симптомсăр иртсе пырать. 19 пулăм – республикăна илсе кӗнисем, 46-шӗ чирлисенчен ернӗ. Чирлекенсен статистики çапларах: 18 çула çитиччен – 7, 18-тан пуçласа 30 çула çитиччен – 5, 30-тан пуçласа 50 -ччен – 20, 50-ран пуçласа 60-ччен – 14, 70-тен пуçласа 80-ччен – 7, 80-ран пуçласа 90-ччен – 1.
Хуласемпе районсенчи кăтарту: Хусан – 21, Çӗнӗ Шуçăм – 1, Елабуга – 2, Ешӗлвар – 3, Теччӗ – 2, Балтаси – 2, Саба – 2, Тукай – 1, Çырчалли – 3, Лениногорск – 1, Анат Кама – 3, Элмет – 1, Азнакай – 1, Сарман – 3, Тюлячи – 4, Чистай – 1, Çӗпрел – 4, Пӗтреç – 1, Нурлат – 4, Кукмор – 3, Пăва – 2.
Виçӗ сывалнă çынна паян больницăран кăларнă, пӗри Хусанта, иккӗшӗ Çырчаллинче. Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн пуçлăхӗ Мария Потяшина палăртнă тăрăх, республикăна инфекци ытларах Мускавран килекенсенчен сарăлать. Covid-19 вируспа Мускавран 60 çын таврăннă. 9-шӗ Францирен, 7-шӗ Санкт-Петербургран, 5-шер çын Кубăпа Швейцарирен, 4-шӗ Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсенчен таврăннă. Пӗтӗмлетсен, пурӗ 50 çын коронавируспа ют çӗршывсенчен, 76-шӗ Раççей регионӗсенчен таврăннă.
Нет комментариев