Çӗпрелсем 104-мӗш дивизин салтакӗсене Мăнкунпа саламларӗç
Салтаксемпе госпитале ятарласа Мăнкун парнипе савăнтарас акцие Кивӗ Çӗпрел храмӗн пачăшки Павел Пурлов иерей прихожансемпе пӗрле виççӗмӗш çул йӗркелет.
Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел храмӗн пачăшки Павел Борисович Пурлов иерейпе районти çар ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Виктор Петухов тата «Рубеж» çар ветеранӗсен регионсен хушшинчи обществăлла организацийӗн Ульяновскри уйрăмӗн ертӳçисем Марс Саяповпа Владимир Ярухин апрелӗн 12-мӗшӗнче «Мăнкуна савăнăç парнеле» ыркăмăллăх акцийӗпе Ульяновск хулинчи 104-мӗш десантпа штурм дивизийӗнче пулчӗç.

Çӗпрелӗнчи «Хлебзавод» предприяти (ертӳçи Альфред Альбертович Низамов) салтаксене 100 штук кулич парса янă. Пачăшкăпа Виктор Петухов хăйсен шутӗнчен те туяннă. Кунсăр пуçне темиçе ялăн чиркӗвӗн прихожанӗсем кӳнӗ. Çапла майпа салтаксем патне вӗсем 800 яхăн куличпа нумай-нумай çăмарта, пылак çимӗçсем илсе кайнă.
Кунсăр пуçне дивизин СВОри салтакӗсем валли район волонтерӗсем маскировка сеткисем, окоп çуртисем, апат-çимӗç наборӗсем, куллен кирлӗ хатӗрсем те парса янă.


Павел Пурлов иерей ертсе пыракан делегаци салтаксем патне Мăнкун кунах çитсе салтаксене уявпа саламланă. Çакнашкал акципе çуллен килекен Павел Пурлов иерее, Виктор Петухова, Владимир Ярухинпа Марс Саяпова, Юрий Петухова, Алексей Майорова тата Ольга Майоровăна дивизин командованийӗ ырă сăмахсем каласа салтаксен умӗнче Тав хучӗсемпе чысланă.
Çар ветеранӗсем Павел аттене тата çак ыркăмăллăх акцине хутшăнса салтаксене пулăшу панă кашни çынна чӗререн тав тăваççӗ.
(Ю.Петухов сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев