Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗр айӗнчи çыхăну

Мускавра пурăнакансем, хула хăнисем çӗр айӗнче пӗр самант та интеренетсăр юлмӗç. Сăмах метрори çыхăну пирки пырать


Мускавра пурăнакансем, хула хăнисем çӗр айӗнче пӗр самант та интеренетсăр юлмӗç. Сăмах метрори çыхăну пирки пырать. «Хусанти метрора та çаплах», — тесе мухтанаймастпăр хальлӗхе. 


Çӗнӗ çул уявӗсем умӗн пӗр пысăк мобильлӗ оператор тăрăшнипе мускавсен çӗр айӗнче те интернет. Поездсем çӳрекен 12 линирен пӗри те интернетсăр юлман, пытармасăр каласан, пур çӗрте те пӗр пек пысăк хăвăртлăхпа ӗçлет теме çук ăна, анчах ку никама та пăшăрхантармӗ — социаллă сетьсене кӗме, киносем пăхма кăна мар, VoLTE технологисем пулăшнипе шăнкăравласа калаçма та май парать. 


Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество