Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗр ӗçӗпе ӗçлеме ӗмӗтленет

«Çарта эпӗ пулман, хама тӗрӗслес килсе кайрӗ, мӗне пултарайнине», — тет Искра

«Çарта эпӗ пулман, хама тӗрӗслес килсе кайрӗ, мӗне пултарайнине», — тет Искра

Вăтăр çулпа пыракан арçын пӗрремӗш хут 2023 çулта, сентябрь уйăхӗнче контракт тăвать. Нумай пулмасть унăн срокӗ вӗçленнӗ, мирлӗ пурнăç пирки те шутлама пултарнă вăл. Анчах самай маларах, ятарлă çар операцийӗн зонинче пулнă чухнех, каялла атьсем патне таврăнма çирӗп шухăш тытнă. Тăхăр уйăх хушшинче вӗсем тăвансем пекех çывăхланнă. Вӗсемпе пӗрле Çӗнтерӗве кӗтсе илме ӗмӗтленет Искра. 

— Çемьере эпир тăваттăн, икӗ хӗр те икӗ ывăл аттепе аннен. Пӗлтӗрхи июльте шăллăма çар хӗсметне илсе кайсан эп контракт служби пирки шутлама пуçларăм. Çарта эпӗ пулман, хама тӗрӗслес килсе кайрӗ, мӗне пултарайнине, — тет Искра (ун позывнойӗ çавăн пек). — Сентябрӗн 1-мӗшӗнче контракт çыртăм. Сентябрӗн 8-мӗшӗнче килтен тухса кайрăм. Эрне хушшинче медкомисси иртсе кирлӗ документсене пуçтартăм. Кашни тапхăрта мана пулăшса пычӗç. Эп мӗнлерех шухăш тытнине пӗлсен арăм, паллах, йӗчӗ, анне те, йăмăк та сехӗрленсе ӳкрӗç. 

Виçӗ уйăх вăл çар пурнăçӗпе йӗркине вӗренет. Спортри пултарулăхне, ӳт-пӳ пиçӗлӗхне кура Искрăна сывлăш çар десантне палăртаççӗ. Шкулта вӗреннӗ чухне вăл баскетболпа, çăмăл атлетикăпа туслă пулнă. Контракт çыриччен Искра брусчатка хурассипе ӗçленӗ. 

— Позывной мана командир хăй пачӗ. Чаçе çитсенех мӗнпе аппаланнине, интересленнине ыйта-ыйта пӗлчӗ. Эп вӗт профессипе сварщик. «Искра пулатăн апла», — терӗ командир. Манпа пӗрле ротăра тăракан кӳршӗн позывнойӗ Модный. Капла пире çăмăлрах,çумра хамăрăннисем пулсан, унта эпир пурте пиччӗшпе шăллӗ пек. Унта хаклăхсем те, тӗнчекурăм та урăхла. Тӳрех калама пултаратăп: унта кайсан аслăлантăм. 
Искра хăю леш енче пулнă хыççăн пӗр пытармасăр хăйӗн чи çывăх çыннисене вӗсене мӗнлерех хакланине, хисепленине, юратнине тăтăш калас килнине пӗлтерчӗ. Унăн кашни ирӗ асламăшпе кукамăшӗ вӗрентнӗ кӗлӗрен пуçланать, çавăнпа вăл çапăçу заданийӗсене тухса каять, кӗлӗпех таврăнать. Кукамăшпе асламăшӗн çутă сăнарӗсем яланах чӗрере пулнине каларӗ. 

Тăван Кивӗ Ӳселӗнче ăна амăшӗ, Евгения мăшăрӗ кӗтеççӗ. Искра питӗ те уçă кăмăллă, ырă çын. Мартын ятлă кушак çури пирки çепӗççӗн юратса калаçрӗ. Ăна вăл СВО зонинче шăшисемпе кӗрешме тесе усрава илнӗ. Шăшисем апат-çимӗçе кăна мар, тумтире те сăтăр кӳреççӗ иккен. Кушак вара çемье пайташӗ пек салтаксенчен юлмасăр вӗсемпе пӗрле пӗр позицирен теприне куçать. 

—Пирӗн йăлтах пур. Гуманитари пулăшăвӗ килсех тăрать. Ачасем çырнă чуна тивекен çырусем те çав шутра. Килтен килекен ырă хыпарпа савăнатпăр, телефонпа çыхăнса калаçма май тупăнсан пушшех. Задачăсене пурнăçлатпăр. Уйра поход условийӗсенче пурăнма хăнăхрăмăр ӗнтӗ. Заданире чух — окопра, таврăнсан — блиндажра. Контракт çырнă чухне пама тивӗçлӗ тӳлевсене илетпӗр, Тутарстанран парăнаканнисене те. Атьсем каланă тăрăх, ытти регионсенче тӳлевсем самай пӗчӗкрех. 

Ятарлă çар операцийӗ вӗçленсен Искра тăван ялта çӗр ӗçӗпе ӗçлеме ӗмӗтленет. Ӗçрен вăл хăрамасть, ял пурнăçӗ тем тума та вӗрентнӗ. Уйрăмах ашшӗпе амăшӗ Елена Егоровнăпа Владимир Васильевич, Тăван çӗршывăн чăн-чăн хӳтӗлевçисене, патриочӗсене çуратса ӳстернӗскерсем. 

Людмила ЖАРЕНОВА.
Аксу районӗ. 
Искрăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество