Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Чӗрӗ» картинăсем курма Хусан циркне каймалла

Июнӗн 6-мӗшӗнче Хусан циркӗ çуллахи сезона «Акварель» çӗнӗ программăпа уçать

 

 Ку проекта Цветной бульварти Никулин Циркӗпе пӗрле хатӗрленӗ. Цирк ӗçченӗсем паллă ӳнерçӗсен картинисене цирк искусстви витӗр кăларса кăтартасшăн. «Акварель» программăна пурне те килӗшнӗ «Мирас» проекта хатӗрлекенсемех лартнă: тӗп режиссёрӗ Евгений Шевцов, тӗп балетмейстерӗ Ольга Полтарак, клоунада режиссёрӗ Андрей Шарнин, художник-постановщиксем Надежда Русспа Анатолий Нежный, композитор Дмитрий Кузнецов.

Хальхинче фойе те проктăн пӗр пайӗ пулса тăнă – унта «Цирковая эстетика» Хусан фотографӗсен 35 сăнӳкерчӗкрен тăракан куравне йӗркеленӗ.

Хусан циркӗн манежӗ хальхинче мольберт çинче тыттарнă пир татăкне аса илтерет. Артистсем сăрăсемпулса тăраççӗ, таваралăх –  çутă, музыка, хореографи, бутафорисем, тумсем – шедевр ӳкермелли хатӗрсем. Живописеца тата шыв та кирлӗ вӗт? Кирлӗ. Çавăнпа цирк номерӗсенче илемлӗ фонтансем пулни постановщиксен шухăшне çирӗплетет.  

Хусанти цирк шкулӗн чи лайăх вӗренекенӗсем те çитӗннисемпе тан манежа тухасси тахçанах йăлана кӗнӗ. Халӗ те  сывлăшри гимнасткăсем  Павел Расщепляев ертсе пыракан акробатсемпе пӗр номерте илемлӗн курăнӗç. «Акварель» программа августăн 30-мӗшӗччен пыать.  

«Акварелӗн» хэдлайнерӗсем – популярное клоунское трио «Без носков» цира юратакансем лайăх пӗлекен виçӗ клоун – Артём Бабинов, Максим Карпов тата Константин Копейкин. Монте-Карлора иртнӗ XLIII Халăхсен хушшинчи фестивалӗнче бронза медальсем çӗнсе илнӗ. Çак трио – хальхи вăхăтри клоунсем, музыкăна çивӗч туяççӗ, репризисене питӗ кулăшла выляççӗ.

Çакна та асăрхаса хăварар, «Акварель» программăра чӗрчунсемпе хатӗрленӗ номерсем иккӗ çеç – Анны Федченкăпа  Александра Хлыстов дрессировщиксен тинӗс чӗрчунӗсем тата Диана Ведяшкинăн таксисем.

Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: цирк