Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗршывăн тӗп медицина премине тивӗçнисен хушшинче чăваш хӗрӗ Лилия Шакирзянова тухтăр та пур

Пӗрремӗш каналăн «Золотые руки врача держат хрустальную жизнь человека» ятарлă премине хальхинче Çырчаллинчи Р.С.Акчурин ячӗллӗ Васкавлă медицина пулăшăвӗн больниципе Ача-пăча медицина центрӗн тухтăрӗсене пачӗç. Тутарстанпа Раççейӗн федераллă центрӗсен 23 çынран тăракан мультидисциплинарлă командин йышӗнче вӗсем çамрăк аннепе унăн пӗчӗк хӗрне çăлса хăварнăшăн тивӗçрӗç çакна.

Сцена çине кăçал Тутарстан тухтăрӗсем тухни питӗ кăмăллă. Вӗсем чăнах та тӗлӗнмелле майпа харăсах икӗ пурнăçа сыхласа хăварма пултарнă. Çулталăк каялла пулнă ку. Çырчаллинчи Р.С. Акчурин ячӗллӗ васкавлă пулăшу больницине ача кӗтекен çамрăк хӗрарăма Екатерина Самойленкăна илсе килнӗ. Ним çук çӗртен хăйне япăх туйнă вăл хăйне, инфаркт иккенӗ васкавлă пулăшу машиничех паллă пулнă. Больницăн ун чухнехи тӗп тухтăрӗпе Марат Мухамадеевпа унăн çумӗ Антонина Панина тӳрех васкавлă пулăшу ӗçне йӗркелесе хӗрарăмăн коронарлă артерине стенд лартса сарнă. Сайра тӗл пулакан чирпе аптраканскерӗн юн тымарӗ каллех пӗрӗннӗ. Кун хыççăн Ача-пăча медицина центрӗн, Хусантан çитнӗ тухтăрсемпе пӗрле рентгенпа операци тумалли пӳлӗм условийӗсенчех хырăмӗнчи саккăрмӗш уйăха кайнă ачине çăлас шутпа экстреннăй майпа касса илме тивет. Хӗрарăмăн юн тымарӗ татăлнипе çийӗнчех тепӗр стенд лартаççӗ. Чӗри ЭКМО приборпа кăна ӗçленипе çамрăк хӗрарăма васкаса самолетпа Мускаври Трансплантологи институтне леçсе Мускав тухтăрӗсем унта донор чӗрине лартаççӗ.

Темиçе больницăн 23 çынран тăракан тухтăрсен команди: çӳлерех асăннă тухтăрсемсӗр пуçне Тутарстанăн штатра тăман тӗп кардиохирургӗ, чӗрепе юн тымарӗсен уйрăмӗн заведующийӗ Рамис Якубов, кардиореанимаци уйрăмӗн ертӳçи Евгений Думаньян, рентгенохирурги уйрăмӗн заведующийӗ Булат Загидуллин, рентгенохирургсем Радик Хафизовпа Андрей Фадеев, анестезиолог-реаниматолог Юрий Марков, функциллӗ диагностика тухтăрӗ Лилия Шакирзянова тата ыттисем тăрăшнипе Екатеринăпа пӗчӗк Зоя Самойленкăсен пурнăçӗ паян хăрушлăхра мар, вӗсем иккӗшӗ те хăйсене лайăх туяççӗ.

Тухтăрсен командинче пирӗн ентешӗмӗр, чăваш хӗрӗ те пуррине уйрăммăн палăртатпăр. Вăл – Лилия Шакирзянова. Ашшӗ Александр Георгиевич Илюхин Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Шешкел чăвашӗ, кунта çуралса ӳснӗ. Семипалатинск медицина институтне пӗтернӗскер Казахстанри Павлодар облаçӗнче участок больницин тӗп тухтăрӗнче, унтан Çырчаллинчи 5-мӗш номерлӗ хула больницин 9-мӗш номерлӗ поликлиникин заведующийӗнче тăрăшнă, хальхи вăхăтра терапевт. Амăшӗ Зуайра Саетгалиевна (Мензелинск районӗнчен) кунтах медицина сестри. Лилия Александровнăн та ӗç стажӗ пысăк, 2004 çулта Хусанти медицина институтӗнчен вӗренсе тухнăранпа Çырчаллинчи Р.С.Акчурин ячӗллӗ Васкавлă медицина пулăшăвӗн больницинче тăрăшать.Мăшăрӗ Раиль Шакирзянов та Çырчаллин чи лайăх лор-тухтăрӗ. Ентешӗмӗре Лилия Александровна Шакирзяновăна тата Çырчаллин ылтăн алăллă ытти тухтăрӗсене çӗршывăн тӗп медицина премине илнӗ ятпа чӗререн саламласа тав тăватпăр. Çăмăл мар çак ӗçӗрте малашне те пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр!

Медицинăра, наукăра çитӗнӳсем тунисене, сывлăх сыхлавне аталантарма пысăк пай кӗртнисене тата диагностикăпа сиплевӗн çӗнӗ методикине шутласа кăларнисене Раççейре 2001 çултанпа «Призвание» Пӗтӗм Раççей медицина премийӗпе чылаççӗ. Кăçалхи церемони Медицина ӗçченӗсен кунӗ умӗн, июнӗн 17-мӗшӗнче, Мускавра Раççей Çарӗн театрӗнче иртрӗ. Пӗрремӗш канал ăна июнӗн 21-мӗшӗнче кăтартрӗ.

(Л. Шакирзянова архивӗнчи сăнӳкерчӗк тата «Вести Татарстан» телекăларăмран скриншот).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество