Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çуллахи Микула

Микула кунне Таккаварĕнче хаваслă ирттерчĕç

Çyл пуçланас умĕн Пăва районĕнчи ЧНКЦ план тăвать, унта тĕрлĕ чăваш ялĕсенче ирттермелли уявсене кăтартса хăварать.Кăçaл та Микула кунне Таккаварпа Элшел ялĕceнче ирттермелли паллăччĕ.

Уява Чĕмпĕp хулинчен паллă "Пăлнай", "Сăрнай" ушкăнсене Валерий Андреевич Федоров йыхрав ярса чĕнсе илчĕ, вăл хăй те Сăрнай ушкăн пайташĕ, Таккавар ачи. 

Пĕpтăвансем Аннапа Татьяна Никоноровасем , çĕнĕ кĕнекесем кăларнă майпа, ял халăxĕпе килнĕ хăнасене хăйсен юррисемпе, сăввисемпе савăнтарчĕç,Полина хăй ÿкернĕ картинăсемпе, тĕpлĕ ал ĕç искуствисенчен курав хатĕpленĕ, Иван старостa пулнă май сĕтел пукансем хатĕрленĕ, ял халăxне, килнĕ xăнасене уявпа саламласа ăшă сăмахсем каларĕ,Пăва хулинчи ЦКР çyмĕнче йĕpкеленнĕ"Туслàх"ушкăнпа пĕpле ташларĕ, вăл ушкăн пайташĕ.  

Тĕп хyçaceм Таккавaр ял клубĕ çyмĕнче йĕpкеленнĕ"Пилеш" ушкăн пулчĕ. Вăййă картинче тĕрлĕ căвăллă юрăсем юрларĕç, вĕceн солистки Нина Николаева, ушкăн ертÿçи клуб заведующийĕ Татьяна Чаукова , ушкăн пайташĕceм:Надежда Иванова,Елизавета Степанова, Валентина Егорова, тăван яла хăнана килнĕ Елена Фёдорова пулчĕç.Килнĕ хăнасене тутлă пăтăпа, техĕмлĕ чейпе сайлаканни Михаил Чауков, купăcпа выляса уява илем кÿpекенĕ Алексей Чауков пулчĕç.

ЧНКЦ пайташĕ, Киштек ял хутлăхин ертÿçи Иван Алексеевич Павлов Уяв йĕpлекенсене, килнĕ хăнасене, тата ял-йыш халăха, уявпа саламлаpĕ, тав сăмахĕсем каларĕ.

Хăнасемпе ял халăхĕ пĕpле пулса Каштан йывăçĕceм лартрĕç.

Чнкц секретарĕ Анна Никонорова

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев