Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çулран çул анлăрах пасар

Ноябрӗн 20 —30-мӗшсенче Хусанта «Восточный базар в Казани» Тӗнчери тӗрӗк тата тухăç халăхӗсен наци культурин фестивалӗ пырать

Кăçал фестиваль виççӗмӗш хут иртет. Çавăнпа ăна хаклама та, пӗтӗмлетӳсем тума та юрать пулӗ. Пӗрремӗш хут фестиваль 2021 çулхи декабрь уйăхӗнче иртнӗ. Ăна Тăван чӗлхе тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалласа йӗркеленӗ. Ун чух «Халăхсен хушшинчи тӗрӗк халăхӗсен эстрада фестивалӗ» тесе палăртнă ăна. Пӗрремӗш фестивалех Раççей тата чикӗ леш енчи çӗршывсенчен 2000 яхăн çын килнӗ. 2023 çулта иртнӗ II фестивале 25 çӗршыв, Раççейри 15 регион, 40 наци культурисен представителӗсем хутшăннă. Чăваш Республики «Восточный базар в Казани» фестивале кашни çулах хутшăнать.

Çак пысăк мероприятие гала-концертпа вӗçлесси йăлана кӗнӗ. Унта хутшăнакан регионсен, çӗршывсен артисчӗсем пӗр сцена çине тухаççӗ. Пӗлтӗр Чăваш Республикинчен ЧР халăх артистки Августа Уляндина хăйӗн ушкăнӗпе хутшăнчӗ. Кăçал та ноябрӗн 30-мӗшӗнче «Пирамида» Культурăпа кану комплексӗнче иртекен гала-концерта Августа Васильевна хутшăнать.
Фестивале хутшăнакансен йышӗ ӳсни çинчен асăнтăмăр, çулран çул йӗркелӳçӗсен шучӗ те ӳснине куртăмăр кăçал — хăнасем Хусанти патшалăх культура институчӗн залӗнче, аудиторийӗсенче пулчӗç.

Тунтикун Хусан ратушинче фестивале чаплăн уçнă çӗрте Тутарстан Халăхсен ассамблейине кӗрекен халăх культура обществисем, паллах, килнӗ хăнасем пулчӗç. Фойере Узбекистанри Каракалпакстан Республикин ӳнер искусствипе паллашма пулчӗ, халăх инструменчӗсене калакан музыкантсем уяври пек кăмăла çӗклерӗç. Мешехе иртекен залра кашни регионăн ялавӗ. Кунта оркестр савăнăçлă кӗвӗ калать.
Фестивале хутшăнакансене саламласа каçа ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин уçрӗ. Нумай пулмасть Хусанта иртнӗ БРИКС саммитне аса илчӗ. Хусанăн, республикăн паянхи пурнăçӗпе паллаштарчӗ. 

Кăçал фестивале пӗрремӗш хут БРИКС çӗршывӗсем те хутшăннă. Вӗсен представителӗсем, консулӗсем залра ларчӗç. Малашне те Хусанти «Тухăç пасарне» килекенсем йышланӗç. 
Пухăннисене саламлама культура институчӗн ректорӗ Роза Ахмадиева микрофон умне тухрӗ. Халăхсен пӗрлӗхӗнче культура, искусство вырăнӗ пӗлтерӗшлӗ пулни çинче чарăнса тăчӗ вăл. 
Фестивале çуллен йӗркелекен Р.Вагапов ячӗллӗ фонд, унăн директорӗ Рифат Фаттахов кăçал фестиваль чиккисем сарăлнине кăтартса Хусанти федераллă университетра наукăпа практика конференцийӗ иртессине пӗлтерчӗ. 
Фестиваль РФ Ют çӗршыв ӗçӗсен министерстви, ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе иртет. Фестивале килнисене РФ ют çӗршыв ӗçӗсен министрӗ Сергей Лавров, РФ культура министрӗ Ольга Любимова видеосаламсем янă. 
Кăçал фестивале хутшăнакансенчен Узбекистанри Каракалпакстан суверенлă республикин культура кунӗсем тӗп тема пулса тăчӗç. Культура институтӗнче «Диляфрузăн тăватă каччи» спектакль кăтартрӗç, «Пирамидăра» республикăри пултарулăх коллективӗсен концерчӗ пулчӗ. Çапла хусансем, фестивале килнисем Узбекистан Республикин территорине çуррине яхăн йышăнакан Каракалпакстан çинчен нумай çӗннине пӗлчӗç. Юнкун çак культурăпа кану комплексӗнчех Совет Союзӗнчи питӗ паллă «Ялла» узбек ансамблӗн концерчӗ пулчӗ. Ушкăн ертӳçи Фарух Закиров хăй те Хусана килнӗ. 
Вунă куна пынă фестиваль кунӗсем шăматкун гала-концертпа вӗçленӗç. 

Сăнӳкерчӗксем фестивалӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль