Кăçал çулталăк пуçланнăранпа ултавçăсем Тутарстан çыннисен 740 миллион тенкине (пӗлтӗр 986 миллион тенкӗ) вăрланă. 2025 çулăн çак вăхăчӗпе танлаштарсан, 246 миллион тенкӗ сахалрах.
«Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР ШӖМӗн уйрăмах хăрушă ӗçсемпе ӗçлекен уйрăмӗн оперуполномоченнăйӗ Радик Юсупов пӗлтернӗ тăрăх, тăкакăн сумми чакни ултав схемисем çинчен тăтăшах пӗлтерсе тăнипе граждансем тимлӗрех пулнипе çыхăннă.
Нет комментариев