Çулталăкри чи вăрăм кун
Çӗртме уйăхӗн 22-мӗшӗ – Кирилл. Çак кун хӗвел хăйӗн пӗтӗм вăйне çӗре парать-мӗн. Чӗкеçсемпе вӗршӗнсем аялтан вӗçеççӗ – çумăра. Кăткăсем хăйсен тӗмӗ тавра пуçтарăннă – çанталăк аван тăрасса.
Çӗртме уйăхӗн 23-мӗшӗ – Тимофей. Хӗвел тухнă чухнех пăчă пулсан – çумăр çăвасса.
Çӗртме уйăхӗн 24-мӗшӗ – Варнава, Варфоломей. Çак кун нимле курăк та татмалла мар. Каçсерен ăшă тăрсан улма-çырла йывăççисем тухăç нумай параççӗ. Çăлтăрсем симӗссӗн йăлтăртатса çунаççӗ пулсан – уяр çанталăка.
Çӗртме уйăхӗн 25-мӗшӗ – Петр. Çак кун уяр-тăк – утăçире лайăх çанталăк пулать, çумăр çусан – утă çулнă чух та йӗпе-сапа кӗт. Вăйлă сывлăм ӳкни – тухăç ăнса пуласса.
Çӗртме уйăхӗн 26-мӗшӗ – Акулина. Хурт-кăпшанкă нумай пулсан ăшă та уяр çанталăк пулать. Çак кун ӗçлеме юрамасть. Ӳпресем çаврăна-çаврăна вӗçеççӗ-тӗк – уяр çанталăка.
Çӗртме уйăхӗн 27-мӗшӗ – Елисей. Çак кун çумăр çусан 7 эрне çăвать тет. Пулăсем шывра вылясан – каçпа аслати авăтасса. Вăрăмтуна нумай – çырла ăнса пулать, ӳпре йышлă – кăмпа нумай пулать.
Çӗртме уйăхӗн 28-мӗшӗ – Фит. Çак кун вăрăмтуна нумай-тăк – кӗçех çанталăк пăсăлать. Шăрчăксем яланхинчен хыттăнрах чӗриклетеççӗ – çумăра.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев