Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Республика çурхи акана тухрӗ

Май уйăхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикăра 60 пин гектар лаптăка çурхи тырăсем акнă. Ытти çулсенчен ку вăхăтра кунне 84-шар гектар акăннă пулсан, кăçал йӗпе çанталăка пула хальлӗхе 20-шер кăна.

Республикăра çурхи ӗçсем мӗнле пынине май уйăхӗн 1-мӗшӗнче Правительство Çуртӗнче пынă ларура сӳтсе явнă. Ăна ТР Раисӗ Рустам Минниханов хăй ирттернӗ.Çанталăк йӗпе тăнине пăхмасăр çӗр ӗçченӗсем май уйăхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 580 пин гектарти кӗрхи тырăсене удобрени сапнă. Ку вăл пӗтӗмӗшле лаптăкăн 73 проценчӗ пулнине пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.

«Çанталăк уяртса пырать, ака ӗçӗсене хăвăртлатса икӗ эрнере тӗп лаптăксене акса пӗтермелле пирӗн»,– тенӗ ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç мнистрӗ Марат Зяббаров умри тӗллевсене палăртса. 

 Май уйăхӗн 4-мӗшӗ тӗлне вара республикăн кашни районӗнче ака пуçланнă. Çурхи тырăсене 150 пин гектар лаптăка акнă. Вӗсенчен 84,5 пин гектарӗ тырă, 32,8 пин гектарӗ хӗвелçаврăнăш, 22 пинӗ рапс. Пӗтӗмпе республикăра кăçал 1 млн 711 пин гектар лаптăка акма хатӗрленеççӗ. Вӗсенчен 775 пин гектарӗ тырă, 719 пин гектарӗ техника культури йышăнӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев