Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш Наци радиовӗн эфирĕнче Николай Шелепие аса илнĕ

Ӗнер, июнӗн 16-мӗшӗнче, чӑваш халӑх поэчӗ тата журналист Светлана Асамат хатӗрлесе ертсе пыракан «САС» черетлӗ кӑларӑм Чӑваш Наци радиовӗнче эфира тухнă. Ӑна пӗрремӗш чӑваш халӑх поэчӗ Николай Шелепи çуралнăранпа 145 çул çитнине халалланӑ. Николай Иванович 1881 çулта хальхи Тутарстанри Аксу районӗнчи Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче çуралнӑ.

Эфир хăнисем – прозаик Анатолий Хмыт тата сăвăç Галина Кӗмӗл, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Надежда Вечеркина. Анатолий Дмитриевичпа Галина Михайловна поэтăн пурнӑçӗпе пултарулӑхне тимлӗх уйăрнă, Надежда Витальевна кăçал издательствăра Николай Шелепин ачасем валли хатӗрленӗ «Çурхи сасăсем. Весенние голоса» сӑвӑ пуххийĕпе паллаштарнă. Ӑна икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата вырӑсла – хатӗрленӗ, вырӑсла Лев Коробов куçарнӑ. Кӑларӑм кӗçех вулакансем патне çитӗ.

«САС» радиопередача ыран, кӗçнерникун, июнӗн 18-мӗшӗнче, 20 сехет те 10 минутра эфирта итлеме пулать. 

Чӑваш Наци радиовӗн архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Николай Иванович Полоруссов-Шелепи 145 лет со дня рождения первого чувашского народного поэта Николая Шелепи чувашские поэты