Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çырăнтару декади пуçланать

Июнӗн 1 – 11-­­мӗ­­шӗ­сенче «Сувара» йӳнӗрех хакпа çырăнма пулать!

Хаклă вулаканăмăрсем! 2026 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли пичет кăларăмӗсене çырăнмалли кампани вӗçлениччен пӗр уйăх кăна юлчӗ. Тӗрӗссипе каласан, пӗр уйăхран та сахалрах, мӗншӗн тесен, маларахри çулсене пăхсан, çырăнтару тапхăрӗ июнӗн юлашки кунӗсемччен тăсăлмасть, маларах вӗçленет. 

Çавăнпа та, хисеплӗ тусă­мăрсем, «Сувара» çырăнассине ырана ан хăварăр – вăхăтра ӗлкӗрӗр. Халӗ шăпах вăхăт юратнă кăларăма çырăнма, мӗншӗн тесен июнӗн 1 – 11-мӗшӗсенче çырăнтару декади иртет. Çак кунсенче хаçат-журнала тӗп тапхăртинчен йӳнӗрех хакпа çырăнма май пур. 

«Сувар» хаçата çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин сайчӗ урлă та çырăнма пулать. 

Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, ытти регионсенче – П7093. 

 

Чăваш пулар, пӗрле утар – вулар кашни килте «Сувар»!

 

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев