Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çырчалли ачисен те паян паллă кун, вӗсем хăйсен шкулӗн спикерӗсемшӗн сасăлаççӗ.

Çырчалли шкулӗсен паян хăйсен суйлавӗ. Ачасем ирхи 7 сехетрен пуçласа ашшӗ-амăшӗсемпе пӗрле суйлав участокӗсене утаççӗ. Вӗсен шкулсен хăйтытăмлăхне суйламалла. 1–11 классенче вӗренекенсем хăй шкулӗн спикерӗсемшӗн сасăламалла. Йӗрки аслисенни пекех, тесе пӗлтерчӗ хула мэрӗ Наиль Гамбаевич Магдеев Пӗрлехи суйлав кунӗ хулара мӗнле пынипе паллаштарнă май.

«Камаз» кăларакан, 5-6 çулта ӳссе ларнă автохулара та паян иртенпе халăх суйлав участокӗсене утать. #ВсейСемьейНаВыборы #ТатарстанАлга фотоконкурсра пирвайхи парнене çӗнсе илекенсем шăпах çак хулара пурăнакан Капитоновсен çемйи иккен. Ирхине 10 сехет тӗлне халăхăн 10 проценчӗ сасăланă та ӗнтӗ кунта. Аса илтеретпӗр, Çырчалли тăрăхӗнче 173 суйлав участокӗ, 394 пин ылта суйлавçă.

Çырчаллисем республика ертӳçипе вырăнти хăйтытăмлăх депутачӗсемсӗр пуçне тата Мелекесри (Çырчалли хули) 18№ пӗр мандатлă суйлав округӗ ТР Патшалăх Канашӗн депутатне суйлаççӗ. Культура программи ытти çӗрти пекех анлă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2025