Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çырчалли чăвашӗсем ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем валли Çӗнӗ çул уявӗ ирттерчӗç

Çак кунсенче Çырчаллинчи «Родник» Халăхсен Туслăх Çуртӗнче чăваш ачисен ёлки иртрӗ. Унта «Путене» ача-пăча ансамбльне çӳрекен тата ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисенчи ачасем хутшăнчӗç. «Лаштра чăрăш айӗнче» тесе ят панă мероприятие йӗркелесе ирттерекенсем – Çырчаллинчи Чăваш наципе культура центрӗ тата хулари Хӗрарăмсен союзӗ.

Лаштра чăрăш чăнах та хăй тавра ачасенчен, ашшӗ-амăшӗсенчен, аслашшӗ-асламăшсемпе кукашшӗ-кукамăшсенчен тăракан пысăк ушкăна картана пухрӗ. Уяв ачасем хăйсен аллипе тунă чăвашла теттесене ёлка çине çакнинчен пуçланчӗ. Мероприяти вӗçӗнче чи-чи маттур ал ăстисене асăнмалăх парнесем парса чысларӗç.

Çӗнӗ çул уявӗ Хӗл Мучипе Юрпикесӗр мӗнле-ха ӗнтӗ? Ачасем вӗсем праçнике часрах çул тупчăр тесе хыттăн кăшкăрса чӗнчӗç: «Хӗл Мучи! Юрпике! Кунта килӗр!» Юмахри сăнарсем çитсен ёлка тавра «В лесу родилась ёлочка», «И юр çăвать», «Тук, тук» юрăсене пӗрин хыççăн теприне юрласа çаврăнчӗç, «Полька» ташă ташларӗç, Хӗл Мучипе вăйăсем вылярӗç. Кашни ача чăвашла сăвă каласа Хӗл Мучие савăнтарма тăрăшрӗ. «Путене» ача-пăча ансамблӗн юрри-ташшине вара куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчӗç.

Çӗнӗ çул праçникне ятарлă çар операцине хутшăннă, аманнă хыççăн хальхи вăхăтра реабилитаци иртекен Сергей Иванович Ильин килни вара пуриншӗн те пысăк савăнăç пулчӗ. Хӗл Мучи Сергей Ивановича тата Тăван çӗршыва хӳтӗлекен ытти аттесемпе пиччесене киле çӗнтерӳпе ырă-сывă таврăнма сунчӗ.

Хӗл Мучи кашни ачана Çӗнӗ çул кучченеçӗ пачӗ. Кăçал Верăпа Евгений Охотниковсем спонсорла пулăшу пачӗç. Вера Васильевна Çырчаллинчи Хӗрарăмсен союзне ертсе пырать. Çавăн пекех Владимир Терентьев, Валентина Наумова, Евгений Погодкин, Юрий тата Светлана Тронсем, «Путенене» çӳрекен ачасен ашшӗ-амăшӗсем тата чăваш çамрăкӗсем Мария Давыдова, Таисия Пименова, Кирилл Чернышев та айккинче юлмарӗç. Ёлкăпа тивӗçтерекенсем Фаниль Фарраховпа Радик Миниахметов пулчӗç.

Уява ирттерме пулăшнă кашни çынна чӗререн тав тăватпăр: «Родник» Туслăх Çурчӗн илемлӗх ертӳçине, программăна ертсе пынă Вероника Шокилбаевăна, Хӗл Мучипе Юрпикене – Камиль Шарифуллинпа Мария Давыдовăна, аккомпаниатор-концертмейстера Виталий Маторкина.

Çӗнӗ çул уявӗ канфет-пӗремӗкпе, тутлă кукăльсемпе чей ӗçнипе, мандаринпа сăйланнипе вӗçленчӗ.

Елена КОНДЮКОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Новый год